Чăваш хĕрарăмĕ

25 Çĕртме, 2016

Хула çыннисем... сăпка çакаççĕ

Çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри «Руç ăстисем» конкурс 14-мĕш хут уçăлчĕ. Пирĕн тăрăха çĕршывăн 19 республикинчен тата облаçĕнчен 34 маçтăр килсе çитнĕ. Унсăр пуçне Чăваш Енри 20 ăста хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарма кăмăл тунă.

25 Çĕртме, 2016

Ĕçлес кăмăллисемшĕн çул уçă

Кĕçнерникун Шупашкарта, «Экспо-Контур» суту-илÿпе курав комплексĕнче, «Регионсем — чикĕсĕр ĕçтешлĕх» курав уçăлчĕ. Ăна кăçал Ĕç çыннин çулталăкне халалланă.

25 Çĕртме, 2016

Акатуйра вăйă картине тăчĕç

Пĕтĕм чăвашсен Акатуйне иртнĕ çулсенче «Шупашкар: 500 çул» паркра йĕркелекенччĕ. Правительство хăйĕн хÿттине илнĕренпе Хĕрлĕ тÿремре иртет вăл.

Кăнтăрла çитиччен пултарулăх ушкăнĕсем вăйă картине тăчĕç. Чуна тыткăнлакан юрă-кĕвĕ Атăл çийĕн вĕçсе таврана сарăлчĕ.

25 Çĕртме, 2016

Алла “пылчăкра” пурăнасшăн мар

Паллă телеертÿçĕ, шÿт ăсти Максим Галкин хĕрĕх çул тултарнă. Унăн пурнăçĕ йăлт тĕкĕр çинчи пек темелле — пурте веçех пĕлеççĕ. Александр Галкин генерал-полковник тата наука аслă сотрудникĕ Наталья Галкина çемйинче çуралнă. Паллă ытти çынна евĕрлес пултарулăхĕ шкултах уçăмланнă.

Pages