Комментари хушас

25 Çĕртме, 2016

Хула çыннисем... сăпка çакаççĕ

Çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри «Руç ăстисем» конкурс 14-мĕш хут уçăлчĕ. Пирĕн тăрăха çĕршывăн 19 республикинчен тата облаçĕнчен 34 маçтăр килсе çитнĕ. Унсăр пуçне Чăваш Енри 20 ăста хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарма кăмăл тунă. Тĕрленĕ, йывăçран касса кăларнă, ÿкерсе илемлетнĕ, хурăн хуппипе, ÿсен-тăран материалĕсемпе усă курнă, вĕтĕ шăрçапа илемлетнĕ, пир-авăртан, тăмран, татăк-кĕсĕкрен ăсталанă, пир тĕртсе çĕленĕ ĕçсене 9 номинаципе хаклĕç.

ЧР Культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканăн заместителĕ Татьяна Казакова пухăннисене уявпа саламланă май çак ăсталăх наци пуянлăхне кăтартнине, республика Правительстви пулăшнипе пирĕн тăрăхри тĕрлĕ халăхăн культури, йăли-йĕрки аталанса пынине палăртрĕ.

Конкурса хутшăнакансемпе паллашма пуçличчен йĕри-таврари халăха пăхса çаврăнтăм. Ал ĕçĕсемпе кăсăкланакан чылайăн. Елена Пантеева, сăмахран, мăнукĕсемпе уçăлма тухнă. Арçын ачасене ÿкерчĕклĕ чул илсе панă, хĕр-упраç валли эрешлĕ тура туяннă. «Мăнуксене чăн ăстасене кăтартас килчĕ. Вĕсен те алĕç тăвас туртăм çуралсан тем пекехчĕ», — тет хĕрарăм.

Кострома облаçĕнчен килнĕ Любовь Честнова çыхать, тĕрлет, çĕлет. Иртен-çÿрен унăн эрешлĕ çи-пуçне тăхăна-тăхăна пăхать. Сăмах май, унăн йăхĕнчи хĕрарăмсем хăй вăхăтĕнче купсасем валли ятуллă тумтир çĕленĕ. Любовь Честнова Шупашкарта пурăнакан Татьяна Сорокинăпа социаллă сеть урлă туслашнине палăртса хăварас килет. Халĕ Раççей шайĕнчи конкурссене пĕрле хутшăнаççĕ. Кострома хĕрарăмĕ хăй ăсталанă тĕрĕллĕ-эрешлĕ, ÿкерчĕклĕ кутамккасен сăнÿкерчĕкĕсене Интернета вырнаçтарнă та чи килĕшекеннишĕн сасăлама ыйтнă. Шăпах чи нумай сасă пуçтарнине пирĕн республикăна илсе килнĕ вăл.

Владимир Бебяков /Архангельск облаçĕ/ шкулта ачасене ÿкерме, чертеж тума вĕрентет. «Пушă вăхăтра йывăçран япала ăсталатăп. Вĕренекенсемпе пĕрле чиркÿ макечĕсене тăватпăр. Пирĕн ĕçсене конкурссенче пысăк хак параççĕ. Анчах юлашки çулсенче çамрăксен хушшинче ал ĕçĕпе кăсăкланакансен йышĕ чакса пынине асăрхарăм», — тет хăна.

Раççей халăх маçтăрĕ Константин Медведев Пермь тăрăхĕнчен пĕчĕк арчасем илсе килнĕ. Хĕрарăмсем уçкаласа пăхрĕç те — пăрăнса утрĕç. 8 пин кăларса тыттарма хатĕр мар курăнать. «Пирĕн тăрăхра пăрахутсем, теплоходсем чарăнаççĕ. Ал ĕçĕсене туристсем хапăлласах туянаççĕ. Çамрăксен ĕç çĕнĕрен пуçлама йывăртарах. Эпĕ 30 çул патне сутă тăватăп та — хăнăхса çитнĕ», — ăнлантарать Константин Серафимович.

Мари Республикинчи Иван Гаврилов ăста тĕкĕре хăва хуллипе эрешлесе илемлетет. «Халĕ те сăпка çакакан пур-и?» — пырса тăтăм унăн тепĕр ĕçĕ патне. «Ăна хулара пурăнакансем туянаççĕ. Ытларах чухне саккаспа ĕçлетпĕр», — тет вăл.

15 çул каялла «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатра «Уявра» юрлакан, пир тĕртекен Элĕк каччи Геннадий Степанов пирки «Геннади кĕпе тĕрлет. Кам валли?» статья çырнăччĕ. «Çак таранччен хăвăн ăсталăхна миçе çынна вĕрентрĕн?» — пĕлес килчĕ манăн. «Ĕненетĕр-и, çук-и, пир тĕртме никам та вĕренесшĕн мар», — тет ăста.

Унăн пусмине пукане валли — кĕпе, сцена çине тухма капмар çи-пуç çĕлеме туянчĕç. Хальхинче 1 метр та 30 сантиметр тăршшĕ алшăлли тĕртме пуçланă вăл. «Станок умне пĕр эрне лармасанах тем çитмест пек туйăнать. Тĕртме пуçласан ывăнни те таçта кайса кĕрет», — чунне уçать арçын.

«Уяв» халăх фольклор ансамблĕ унăн пусмипе тинтерех çĕнĕ çи-пуç çĕлетнĕ. «Халĕ унашкаллине тупса та илеймĕн», — пусма тĕркисене тытса пăхаççĕ аякран килнĕ хăнасем.

Çĕрпÿ районĕнчи Анатолий Григорьевпа, карçинкка çыхаканскерпе, Çĕнĕ Шупашкарти Зинаида Кулаенко пĕр-пĕрне тахçантанпах пĕлеççĕ. Хĕвел хытă хĕртнĕрен хĕрарăм хăва хуллине шывпа йĕпетет. «Ку ĕçе хĕлле е çумăрлă çанталăкра пуçăнмалла та...» — вăрттăнлăха уçаççĕ ăстасем. Вĕсен карçинккисене эпĕ те куç хыврăм, туянмасăр иртсе каяймарăм.

Чăваш хĕрĕсем Ольга Кондратьева, Светлана Лотова, Ольга Волкова улахри пекех лараççĕ. Пĕри — тĕрлет, тепри — ÿкерет, виççĕмĕшĕ пукане ăсталать. Кашниех хăйĕн ĕçне çĕр ĕçченĕпе çыхăнтарнă.

Каçхине республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Руç ăстисем» конкурса хутшăнакансемпе курса калаçрĕ. «Сирĕн ĕçĕрсем — пысăк пуянлăх, мĕншĕн тесен унта чун хĕлхемне хăваратăр», — терĕ вăл.

Çи-пуçĕ музей

экспоначĕ пекех хаклă

20 сехетре Хĕрлĕ тÿремре халăх пултарулăхĕн «Раççей çăлкуçĕсем» фестиваль пуç-ланчĕ. «Йăлана кĕнĕ çак фестиваль вăй илнĕренпе пĕр ăру çитĕнчĕ. Эпир хамăр культурăна сыхласа хăвартăмăр. Наци пуянлăхне çамрăк ăрун аталантарса пымалла», — сăмах илчĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Вăл хăнасене пирĕн тăрăха килнĕшĕн тав турĕ.

РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова чăвашла юрласа пурне те тĕлĕнтерчĕ. «Çакăнта килнисен вĕри чĕрисен витĕмĕпе паянхи уяв ăшăрăх, çутăрах», — терĕ вăл.

Эсир хăçан та пулсан 17 регионтан килнĕ 17 ушкăн пĕрле ташласа юрланине курнă-и? Куçпа виçейми çак илем мăнаçлăх туйăмĕ çуратать. Чăнах, ăруран ăрăва куçакан тĕрлĕ наци культурипе, йăли-йĕркипе пуян пирĕн çĕршыв.

«Эпир çынсене савăнăç парнелетпĕр. «Радеюшка» ушкăн йĕркеленнĕренпе 81 çул çитрĕ. Пирĕн çи-пуç та музейри экспонат пекех хаклă. Ăна куç пекех упратпăр, пысăк уявсенче кăна тăхăнатпăр», — чуна уçса калаçаççĕ Архангельск хăнисем.

Ярославльти «Чарочка» юрă-ташă ăстисене Чăваш Ен кураканĕсем лайăх ас тăваççĕ. Вĕсем пирĕн тăрăха çав тери юратаççĕ. 12-ри Настя Рыжова, 10-ри Катя Гневышева, 11-ти Мария Карежина, тĕслĕхрен, 4 çултанпах сцена çинче. «Эпир вĕренÿ çулĕ вăхăтĕнче те фестивальсене хутшăнатпăр. Пире кирек ăçта та ăшшăн кĕтсе илеççĕ. Уявран яланах сувенирсем илсе таврăнатпăр», — йăл кулăпа çуталнă хĕрсен сăн-пичĕ.

Ленинград облаçĕнчи «Вересть» фольклор ансамблĕнчи Екатерина Павлова пĕчĕк ачипех килнĕ уява. Унăн ашшĕ — Чăваш Республикинчен. Çавăнпа кунта хăйне килти пекех туйнине пытармасть çамрăк хĕрарăм.

Севастопольсем «Яблочко» ташăпа куракана тыткăнларĕç. «Шолоховская весна» фестиваль валли 5 сехетре хатĕрленсе çитернĕччĕ ăна. Халĕ çĕршывĕпех кăтартса çÿретпĕр», — каласа кăтартать Виталий Орлов.

Дагестан ташă ăстисем Францире, Италире, Испанире, Португалире... хăйсен ăсталăхне кăтартнă. «Çапах Раççейре ташлама ытларах килĕшет», — пĕр саслăн ăнлантараççĕ вăрăм хура çивĕтлĕ чиперккесем.

Республика çыннисем те, хăнасем те уявпа кăмăллă. Аякран килнисем ятарласах чăваш сăмахĕсене вĕренни асра юлчĕ. Вĕсем пирĕн тăрăха татах килесшĕн.

Марина ТУМАЛАНОВА.

ЧР ПА сайтĕнчи тата автор сăнÿкерчĕкĕсем.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.