Алла “пылчăкра” пурăнасшăн мар

25 Çĕртме, 2016

Паллă телеертÿçĕ, шÿт ăсти Максим Галкин хĕрĕх çул тултарнă. Унăн пурнăçĕ йăлт тĕкĕр çинчи пек темелле — пурте веçех пĕлеççĕ. Александр Галкин генерал-полковник тата наука аслă сотрудникĕ Наталья Галкина çемйинче çуралнă. Паллă ытти çынна евĕрлес пултарулăхĕ шкултах уçăмланнă. Максима çакă хăйне те питĕ килĕшнĕ.

Çав вăхăтрах Галкин-кĕçĕнни сцена çине тухмасса та пултарнă вĕт — вăл театр училищине мар, РГГУ лингвистика факультетне суйласа илнĕ. Анчах шăпан — хăйĕн çулĕ. Шăпах гуманитари институтне пула Максим МГУ студентсен театрне лекнĕ, унăн пултарулăхĕ туллин шăпах унта уçăлнă та.

2001 çулта эстрада паллă артисчĕ Геннадий Хазанов пултарулăх çулĕпе тин утма пуçланă пародиста асăрхаса хăй патне чĕнсе илнĕ — ятарлă программа хатĕрлемешкĕн. Каярахпа Максим Галкин “Славянский базар в Витебске” фестивале хутшăннă та туххăмрах... чапа тухнă. Çакăн хыççăнах ăна Пĕрремĕш канала “Кто хочет стать миллионером” кăларăма ертсе пымашкăн чĕннĕ. Телекурава пула Галкин Раççей шайĕнчи мега-çăлтăра çаврăннă.

Максим Галкин юбилейĕ тĕлне унăн пурнăçĕнчи уйрăмах паллă хăш-пĕр саманта аса илес килет.

Оборона министрне Ельцин сассипе калаçса хăратнă

Пултарулăхне шкул сакки çинчех аталантарма пуçланă арçын ача вĕренÿ çуртĕнче иртекен пур спектакле те хутшăннă — Остап Бендертан пуçласа Соломон патша таранах калăпланă вăл рольсем. Анчах та чи кăсăклă рольсем шкул директорĕпе, завучпа, вĕрентекенсемпе çыхăннă — Максим вĕсене евĕрлеме юратнă. Шкул ачи хăйне сцена çинче вĕсем пек тыткаланă, çакăн йышши кашни номере куракан тăвăллăн алă çупса йышăннă.

Ашшĕ-амăшĕ ывăлне çапла путишленме чарман, пушшех тепĕр май, унăн пултарулăхне аталантарма тăрăшнă. Вĕсен пулăшăвне туйса арçын ача малалла та ыттисене тата тăрăшарах евĕрленĕ. Çапах та шкул хыççăн Максим Галкин театр институтне суйласа илмен. Çакна хăй вĕсен çемйинче артист профессине картсах кайманнипе ăнлантарать.

“Студентсен театрне вара эпĕ ăнсăртран лекрĕм, — каласа кăтартать Максим. — Хам вĕренекен университетра пĕлтерÿ куртăм. Ку вара — ăнăçу. Сезона хупнă май театр ячĕпе сцена çине шăпах эпĕ тухни те ăнăçу мар-и вара?”

Максим хăй паллă çынсене евĕрленине аса илет. Çитменнине, вĕсем питех те ăнăçлă пулса тухнă. Оборона министрĕ Павел Грачев та çакланнă çак капкăна.

“Пĕррехинче манăн ăна хамăн пултарулăхпа паллаштарас килсе кайрĕ, — йăл кулать Галкин. — Атте вăл вăхăталла генерал-полковника çитнĕччĕ ĕнтĕ. Эпир Грачевсен Сочири дачинче хăналанаттăмăр. Ельцинăн Сочири резиденцийĕ те инçех марччĕ. Вăл çывăх вăхăтрах унта килме пултарасси паллăччĕ. Павел Сергеевич тăвансемпе пахчара уçăлса çÿренĕ чухне шăппăн кăна вĕсен хыçне пытăм та Борис Ельцин сассипе сывлăх сунтăм. Çак самантра Грачевăн сăн-питне курасчĕ сирĕн!”

Нумай çул иртсен Галкин-кĕçĕнни унăн пултарулăхĕнче çапах та çемье пысăк вырăн йышăннине палăртать.

“Атте-анне енчен ăннă мана. Çывăх çак çынсене суйламаççĕ вĕт. Вĕсем вара питĕ лайăх çынсем, апла, мана ăннă. Эпĕ юратура çитĕннĕ, ку вара питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Эпĕ пултаруллă нумай çынна пĕлетĕп. Вĕсен карьери пĕртен-пĕр сăлтавпа ăнăçман — çынна юратманнипе, кăмăлĕсем усаллипе. Çакă телейсĕр ачалăхпа е хăйсен çемйинчи кăткăс хутшăнусемпе çыхăнма пултарнă. Телейлĕ ачалăх — хăйне майлă вăйлă аккумулятор, вăл мана халĕ те малалла утма хавхалантарса пырать”, — каласа кăтартать шÿт ăсти.

“Тус” кăна

МИХсенче нумай çул тĕрлĕ сас-хура явăнчĕ — паллă телеертÿçĕ е пĕр чиперккепе çыхланса кайнă, е тата теприн чĕрине çунтарать. Максим хăй çак сас-хурана сире-сире ывăнса çитнĕ ун чухне. Çук, никам та унăн чун-чĕрине тыткăна илеймен-ха. Хăйĕнчен 27 çул аслăрах Алла Борисовна-и? Вĕсен хушшинче туслăх туйăмĕ кăна. Унран ытла нимĕн те çук.

2000 çулсенче телеертÿçĕ панă малтанхи интервьюсенчен çакă паллă. Çапла, унăн та хĕрарăм идеалĕ пур. Анчах та çав идеалăн пĕр çитменлĕхсĕр чиперук пулмалла мар. “Стандарт шайĕнчи илем мана нимĕн чухлĕ те илĕртмест, — каласа кăтартнă Максим. — Унта астараканни нимĕн те çук. Мана мĕнпе те пулин илĕртме пултаракан çынсем килĕшеççĕ, хăйне май шарм пултăр вĕсен. Анне аппăшĕ вăрçса вĕлерет мана. “Эсĕ нихăçан та авланаймастăн пулĕ ĕнтĕ, — тет. — Аслаçупа асаннÿн, аçупа аннÿн идеал шайĕнчи хутшăнăвне сăнаса-курса хăв та çав шайри хĕрарăма шыратăн ĕнтĕ”. Эпĕ, чăн та, ырă çемьери ырă хутшăнусенче ÿссе “пăсăлнă” çын”.

Анчах та 2009 çултах Алла Борисовна та хăйне Максим Галкинпа туслă çыхăнусем кăна пĕрлештерсе тăманнине каланă. Примадонна йышăннă тăрăх, вĕсен хушшинче туслăхран вăйлăрах туйăм 2001 çулхи чÿк уйăхĕн 15-мĕшĕнчех вăй илнĕ. Хĕрарăм шухăшĕпе, шăпах çавăнтан пуçланать Пугачевăпа Галкинăн юрату историйĕ. Сăмах май, Алла Борисовна ун чухне ирĕклĕ пулман-ха: вăл Филипп Киркоров юрăçпа арлă-арăмлă пурăннă. 2005 çулта çемье арканнă. Çав вăхăтран пуçланса Максим Галкин çумне Примадоннăн çамрăк фаворичĕн тата çемье аркатакан статусĕ çыпăçнă.

Анчах та Галкин çакна чунтан хирĕçлет. Çук, Раççей мега-çăлтăрĕсене вăл уйăрман. “Мĕнех, фаворит рольне çыпăçтарччăр ман çума, пурпĕрех эпĕ çак сăнарта туймастăп хама. Пушшех те, Аллăпа Филипп уйрăлăвĕн сăлтавĕ пачах та — эпĕ мар. Вĕсем уйрăлни çинчен те эпĕ каярахпа кăна пĕлтĕм. Чăн та, ыттисенчен маларах. Халĕ Пугачевăпа иксĕмĕре савăшуллă хутшăнусем çыхăнтарса тăни пирки калаçма пуçлаççĕ ĕнтĕ. Вăл текех никамăн арăмĕ те марри, ирĕклĕ хĕрарăм пулни пирки сăмах тĕкме тытăнĕç”, — тенĕ Галкин.

Максимпа Алла, хут уйăрттармасăр пурăнаканскерсем, пирки чăн та мĕн тĕрлĕ сас-хура çÿремен-тĕр çав вăхăтра. “Пирĕн пурте йĕркеллех, — ăнлантарса ывăннă, çапах та мăшăрĕ çинчен ăшшăн калаçнă Пугачева. — Лăпкă, тикĕс, хаваслă, нимĕнле кăткăслăх та çук. Пазлсем пĕрлешрĕç тейĕн... Хам пурнăçра пĕрремĕш хут мăшăра нихăш енпе те пулăшмалла мар манăн. Эпĕ унăн пурнăçне пачах та сĕкĕнместĕп. Тĕрĕссипе, вăл хăй те кĕртмест мана унта. Тĕрĕс тăвать тесе шухăшлатăп. Эпĕ унăн пултарулăхĕнче нимĕн те ăнкармастăп. Шухăшлама та, ăнланма та пултараймастăп — çынсене çавăн чухлĕ вăхăт мĕнле култарма пулать-ха?”

2011 çулхи раштав уйăхĕн 24-мĕшĕнче Аллăпа Максим вăрттăн пĕрлешнĕ. Тепĕр кунне вара çакна хăна пуçтарсах паллă тунă. Туй кĕрекине чи çывăх çынсене кăна чĕннĕ, апла пулин те 50-ăн пуçтарăннă. Çĕнĕ хыпар нумайăшĕшĕн уяр çанталăкра аçа çапнăнах туйăннă. “Паллах, Галкин — манăн юлашки упăшка”, — тенĕ çав каç Пугачева. Маларах вара вăл ЗАГСа тăватă хутчен çитнĕ. “Маншăн та ку юлашки мăшăрлану пуласса шанатăп”, — пĕлтерме васканă çамрăк упăшка.

2013 çулхи авăн уйăхĕн 8-мĕшĕнче суррогатлă амăшĕн пулăшăвĕпе усă курса çемьере йыш хушăннă — Елизавета тата Гарри йĕкĕрешсем килнĕ çут тĕнчене. “Ывăлăмăн ячĕ Гарри Потерпа тата Гарри принцпа пĕр килни мана килĕшет, — палăртнă Максим. — Анчах та эпир хитре ятсем шырарăмăр ачасем валли — çавă кăна”.

Ачалăхри ĕмĕтне пурнăçа кĕртнĕ

Туй хыççăн Алла Борисовна хула тулашĕнчи хăйĕн çуртĕнчен — вăл Истра хĕрринчи Малые Бережки ялĕнче вырнаçнă — упăшкин килне пурăнма куçнă. Галкин Мускавран инçех мар Грязь ялĕнче ултă хутлă çурт çĕкленĕ. Экспертсем палăртнă тăрăх, унăн хакĕ 40 миллион европа танлашать.

Вырăнти çынсем çак çурта шÿтлесе “Галкин йăви” е “Дракула граф керменĕ” теççĕ. Чаплă кермене 2006 çулта çĕклеме пуçланă. Ĕçсем пилĕк çула яхăн тăсăлнă. Сас-хурана ĕненес тĕк, Грязь ялĕ Галкина çын алли пырса перĕннипе улшăнман тавралăхпа, çул-йĕр шăв-шавĕнчен аякра пулнипе кăна мар, унта çĕр хакĕ пĕчĕккипе те илĕртнĕ.

Чаплă кермен пĕр гектара яхăн çĕр çинче вырнаçнă. Кунта строительство ĕçĕсем пуçлансанах вырăнти халăх ун çинчен кăна калаçнă. Хуçасем тата вĕсен хăнисем валли çуртра 20 ытла пÿлĕм уйăрнă. Унсăр пуçне спорт комплексĕ, бассейн, хĕллехи сад, килти кинотеатр тата... обсерватори пур!

Сăмах май, темиçе хутчен качча тухнă пулин те Галкинччен Алла Пугачева пĕр упăшки патне те пурăнма куçман. Примадоннăна ял ячĕ кăна килĕшмест. “Улăштарас пулать ку ята, пылчăкра пурăнас килмест манăн”, — тенĕ вăл пĕррехинче юлташĕсене.

Юбиляр вара хăйĕн çурчĕпе питĕ кăмăллă. Питĕ пысăк кермен пирки хăй мĕн ачаранпах ĕмĕтленнине пытармасть Максим Галкин.

/«7 Дней»/.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.