Санта-Клауспа пĕр ялтан
Çĕнĕ çул уявĕ хыçа юлчĕ. Хĕл Мучисемпе Юр Пикесем хăйсен тумĕсене хыврĕç. Шупашкара волонтер мелĕпе килнĕ Йокко Култима финăн тăван хулинче вара çулталăк тăршшĕпех уяв, мĕншĕн тесен вăл Санта-Клаус ялĕнче пурăнать. Чăваш Ене килнĕ çамрăкпа паллашма васкарăм, вырăсла пĕлменскерпе акăлчанла пуплеме тиврĕ.