Комментари хушас

17 Кăрлач, 2014

Пуçланиччен - 3 эрне

Олимпиада уçăлнипе çыхăннă мероприятисем виçĕ лапамра иртĕç. Çакна «Сочи – 2014» йĕркелÿ комитечĕ пĕлтернĕ. Сценари 9 тапхăртан тăрать. Концерт программи нарăсăн 7-мĕшĕнче каçхи 8 сехет те 14 минутра пуçланĕ. Унта паллă çынсем, сумлă хăнасем килсе çитĕç. Йĕркелÿçĕсем ыттине хальлĕхе вăрттăнлăхра тытаççĕ.

* * *

Медиацентрсенче Кубань апатланăвĕсем уçăлĕç. Унта журналистсене чейпе, кĕлентĕрпе сăйлĕç. Çак шухăша Краснодар крайĕн вице-кĕпĕрнаттăрĕ Галина Золина сĕннĕ. Ăна пурнăçа кĕртес тĕллевпе 12 тонна кĕлентĕр туяннă.

* * *

Сочири Олимп эткерĕ» - пулас ăмăрту çинчен тухнă пĕрремĕш пысăк кĕнеке. Унта Олимп проекчĕ мĕнлерех пурнăçланни çинчен вуласа пĕлме пулать. Çавăн пекех тунă ĕçсен кăтартăвĕсемпе паллашаятăн: пăр керменсем, йĕлтĕр йĕрĕ, çĕнĕ çулсемпе кĕперсем, вокзалсемпе портсем, кану çурчĕсем тата ытти объект. Пĕтĕмпе кĕнекере 400 яхăн сăн ÿкерчĕк. Унăн авторĕсем - «Сочи - 2014» йĕркелÿ комитечĕн президенчĕ Д.Чернышенко, Раççейри Олимп комитечĕн президенчĕ А.Жуков, Раççейри Паралимп вăййисен комитечĕн генеральнăй секретарĕ М.Терентьев, «Олимпстрой» тĕп архитекторĕ О.Харченко...

* * *

Чăваш Ен пики Елена Муратова Çĕнĕ çула Ванкуверта кĕтсе илнĕ. Тăватă çул каялла унта Олимп вăййисем иртнĕ. Елена çав хулара Тĕнче кубокне хатĕрленнĕ. Шăпах унăн кăтартăвĕсем тăрăх Сочие каякансене палăртĕç. Сăмах май, Елена Олимп резервĕсен ачасемпе çамрăксен 2-мĕш спорт шкулĕнче вĕренет.

* * *

Кăрлач уйăхĕн 15-мĕшĕнче Олимп çулăмĕ Брянска çитнĕ. Вăл çул çÿреве тухнăранпа 100 кун ытла иртнĕ. Çулăма хула урамĕсемпе 210 çын йăтса чупнă. Маршрут 39 çухрăмпа танлашнă. Факел вырăнти лаша завочĕн виçĕ урхамахĕпе те «ярăнса курнă». Брянскра пурăнакансем хăнасене каллех çĕнĕлĕхпе тĕлĕнтернĕ. Олимп çулăмне чи юлашки йăтса чупакан умне килте тĕртнĕ 156 метрлă пир ал шăлли сарнă.

* * *

Ют çĕр-шывсенчи массăллă информаци хатĕрĕсем пĕлтернĕ тăрăх - тĕнчипе паллă сĕрме купăсçă Ванесса Мэй Сочири Олимп вăййисене хутшăнасшăн. Юлашки çулсенче вăл хăйне йĕлтĕр спортĕнче тĕрĕслет. Ванесса Мэй Аслă Британире пурăнать, анчах Олимпиадăра вăл Таиландăн пĕрлештернĕ команди йышĕнче ăмăртасса пĕлтернĕ.

Любовь ПЕТРОВА хатĕрленĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.