Çамрăксен хаçачĕ

14 Юпа, 2014

“Хамăр позицие çĕнĕ шая çĕклĕпĕр”

«Спортри пĕрлĕхре - тĕнче тăнăçлăхĕ: пĕтĕм ĕçсен стратегийĕ» пленарлă лару Çĕнĕ Шупашкарти «Сокол» Пăр керменĕнче иртрĕ. Ăна РФ спорт министрĕ Виталий Мутко ертсе пычĕ. Виталий Леонтьевич ларăва уçнă май чи хаклă хăнасемпе паллаштарчĕ.

10 Юпа, 2014

“Чăваш Енре спорт аталанни сисĕнет”

Форумăн пĕрремĕш кунĕнчи кăсăклă самантсем

«Раççей - спорт çĕр-шывĕ» форумăн виçĕ куна пыракан мероприяти программи анлă. Унпа килĕшÿллĕн тĕрлĕ ăслăлăх конференцийĕ, курав ирттет, «çавра сĕтелре» спортпа физкультура аталанăвĕ тавра калаçаççĕ. Унсăр пуçне Раççей спорт çăлтăрĕсем ăсталăх класĕсем йĕркелеççĕ.

10 Юпа, 2014

Форум: хăвăртрах, çÿллĕрех, вăйлăрах!

Ĕнер Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен ятарлă 3-мĕш спорт шкулĕнче Раççей Президенчĕ çумĕнчи Физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе ĕçлекен канаш ларăвĕ иртрĕ. Ăна РФ Президенчĕ Владимир Путин ертсе пычĕ.

3 Юпа, 2014

«Çамрăксен хаçачĕ » 40 (6029) №. 03.10.2014

Элĕк тата Хĕрлĕ Чутай районĕсенче совет тапхăрĕнчи «палăксем» «мăнаçланса» лараççĕ.

Чăваш эстрада юрăçине Любовь Афанасьевăна Надежда Кадышевăпа танлаштараççĕ.

Иван Гаврилов вăрçăра хытах аманнă: тăшман пульли алли витĕр тухнă.

3 Юпа, 2014

Кун пек учительпе вĕренÿ те - киленÿ

Учитель кунĕ умĕн çамрăк вĕрентекенĕн, ЧР Пуçлăхĕн стипендиачĕн Анна Альцевăн урокне итленĕ хыççăн манăн та тепĕр хутчен шкул ачи пулас килчĕ. Вырăс литературине хаваспах шĕкĕлчĕттĕм. Тÿрех вулавăша кайса Я.Вишневскин «Одиночество в сети» кĕнекине илтĕм.

Pages