Çамрăксен хаçачĕ

19 Авăн, 2014

“Ăсчах кăна мар, ырă кăмăллă çын та”

Авăн уйăхĕн 16-мĕшĕнче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче «Педагог. Ăсчах. Общество тата политика деятелĕ» ятпа сăн ÿкерчĕксен куравĕ уçăлчĕ. Выставкăна аслă шкулăн пĕрремĕш ректорне Семен Сайкина халалланă. Сăлтавĕ те пархатарлă.

12 Авăн, 2014

"Çамрăксен хаçачĕ", 37 /6026/ №, 11. 09. 2014

Халĕччен тĕнче Айхине вырăс çыравçи пек пĕлнĕ. 2 стр.

Выçлăхран çĕрĕк çĕр улми çăлса хăварнă. 4 стр.

Хупăннă клубсен кăшкарĕ пур та чунĕ çук. 9 стр.

Шупашкар районĕнче тĕпленнĕ Гурбан таджика арăмĕ тепре авланма та ирĕк панă. 11 стр.

12 Авăн, 2014

“Гриша иккĕмĕш пурнăç парнелерĕ”

Яшсемпе хĕрсем пĕр-пĕрне тĕл пулсан саваççĕ, çемье çавăраççĕ. Кашниех тĕнчере вĕсенчен телейлĕ çын çуккине ĕнентерет. Ара, çурт ача сассипе тулать-çке. Çĕрпÿ районĕнчи Тавăшкасси ялĕнче пурăнакан Осиповсем те çут тĕнчене килнĕ виçĕ тĕпренчĕкĕшĕн савăннă. Анчах хĕрĕ Юля сарăмсăр вилни уяр кун аçа çапнă евĕр пулнă.

12 Авăн, 2014

Айхи йывăр самантра чăвашла çырнă

Иртнĕ ытлари кун Шупашкара Аслă Британирен, Швецирен, Норвегирен Геннадий Айхи хайлавĕсене куçарнă Питер Франс, Анника Бэкстрăм, Микаэль Нюдаль, Гуннар Вэрнесс килсе çитнĕ. Хăнасем поэтăмăрăн ырă ятне тепĕр хутчен аса илес, унăн сăввисемпе кăларнă «Ултă сăвă» кĕнекипе паллаштарас тĕллев тытнă.

Pages