“Хамăр позицие çĕнĕ шая çĕклĕпĕр”

14 Юпа, 2014

«Спортри пĕрлĕхре - тĕнче тăнăçлăхĕ: пĕтĕм ĕçсен стратегийĕ» пленарлă лару Çĕнĕ Шупашкарти «Сокол» Пăр керменĕнче иртрĕ. Ăна РФ спорт министрĕ Виталий Мутко ертсе пычĕ. Виталий Леонтьевич ларăва уçнă май чи хаклă хăнасемпе паллаштарчĕ. Вĕсен ретĕнче - РФ Правительствин Председателĕн çумĕ Аркадий Дворкович, Пĕрлешнĕ нацисен организацийĕн /ООН/ Генеральнăй секретарĕн спорт ыйтăвĕсемпе ĕçлекен пулăшуçи Вильфред Лемке, студентсен Пĕтĕм тĕнчери Союзĕн президенчĕ Код Луи Гацен, «Спорт-Аккорд» пĕтĕм тĕнчери спорт организацийĕн президенчĕ Мариус Визер, РФ Патшалăх Думин Председателĕн пĕрремĕш çумĕ, Раççей Олимп комитечĕн президенчĕ Александр Жуков, Олимп вăййисен тата тĕнче чемпионĕсем - РФ Патшалăх Думин депутачĕ, Раççей Геройĕ Александр Карелин, Олег Саитов, Александр Попов, Татьяна Казанкина, Александр Сальников, ытти çăлтăрпа тĕнчери тата çĕр-шыври спорт федерацийĕсен ертÿçисемпе паллă тренерсем. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.