ИРСЕРЕН КУÇ УÇĂЛМАСТЬ...
Ирхине вырăн çинчен тăма, куç уçма йывăр пулсан кофĕсĕр пуçне тата мĕнле çимĕçсем лайăх вăранма пулăшаççĕ-ха?
Шăккалат . Унра сахăр нумай, вăл эндорфинсем туса кăларма пулăшать. Шăккалат çини хастарлăха пĕр-икĕ сехетлĕхе ÿстерме витĕм кÿрĕ.
Сивĕ шыв. Ывă нчăклăхăн пĕр сăлтавĕ - организм шывсăрланни. Ирсерен шыв ытларах ĕçмелле. Ирхине вырăн çинчен тăрасанах пĕр стакан шыв ĕçни уйрăмах усăллă.
Çырла . Кирек мĕнле çырла та усăллă. Хăмла çырли, хура çырла, çĕр çырли тата лайăхрах. Вĕсенче çут çанталăк стимуляторĕсем пур.
Апельсин сĕткенĕ . Цитрусс ем - ялан ыйхăласа çÿрекенсемшĕн чăн-чăн çăлăнăç. Сĕткенĕнче С витамин пур, апельсин, лайм тата лимон шăрши пуç мимин ĕçне вăйлатать. Лимонпа лайм сĕткенĕсене шывпа хутăштарса, сахăр нумай ярса ĕçмелле.
Какай . Ашри протеинсем майĕпен ирĕлеççĕ, çавăнпа энерги те майĕпенрех тухать, анчах вăл нумайлăха çитет. Пулă та çавăн пекех. Кун çăмăлах мар пулмалла чухне ирхине вермишель е çăкăр мар, чăх какайĕ е пулă çисен лайăхрах.
Мăйăр . Вăл питĕ тутлăхлă, энергипе те тивĕçтерет. Анчах ăна нумай çимелле мар /уйрăмах каçа хирĕç/, мĕншĕн тесен усă курман энергин юлашкийĕ пуç мимине каймасть, кĕлеткен ытти пайĕнче çу пулса пухăнать.
Симĕс чей. Кире к хăш чейре те кофеин пур. Симĕсси вара уйрăмах усăллă. Пĕр чашăк çак чейе ĕçни пĕр чашăк кофе ĕçнинчен те ытларах витĕм кÿрет.
Пан улми . Ун ра тимлĕхе вăйлатакан бор пур. Унсăр пуçне усăллă ытти япала та темĕн чухлех.
Сĕлĕ пăтти. Вăл кăткăс углеводсемпе тата клетчаткăпа пуян. Пăтта мĕнле те пулин пылак хушсан чăн-чăн вăй-хал апачĕ пулать.
Банан. Унра организм питĕ лайăх йышăнакан çут çанталăк сахăрĕ пур.
Йогурт. Магни пуррине кура энергипе чылайлăха тивĕçтерет. Анчах ас тăвăр: хушăмсемлĕ йогуртра сахăр ытла та нумай.
Çăмарта. Организма туллин ĕçлеме, вăй пухма кирлĕ протеинсем, витаминсем, минералсем нумай.
Комментари хушас