ИРСЕРЕН КУÇ УÇĂЛМАСТЬ...

10 Июл, 2014

Ирхине вырăн çинчен тăма, куç уçма йывăр пулсан кофĕсĕр пуçне тата мĕнле çимĕçсем лайăх вăранма пулăшаççĕ-ха?

Шăккалат. Унра сахăр нумай, вăл эндорфинсем туса кăларма пулăшать. Шăккалат çини хастарлăха пĕр-икĕ сехетлĕхе ÿстерме витĕм кÿрĕ.

Сивĕ шыв. Ывăнчăклăхăн пĕр сăлтавĕ - организм шывсăрланни. Ирсерен шыв ытларах ĕçмелле. Ирхине вырăн çинчен тăрасанах пĕр стакан шыв ĕçни уйрăмах усăллă.

Çырла. Кирек мĕнле çырла та усăллă. Хăмла çырли, хура çырла, çĕр çырли тата лайăхрах. Вĕсенче çут çанталăк стимуляторĕсем пур.

Апельсин сĕткенĕ. Цитруссем - ялан ыйхăласа çÿрекенсемшĕн чăн-чăн çăлăнăç. Сĕткенĕнче С витамин пур, апельсин, лайм тата лимон шăрши пуç мимин ĕçне вăйлатать. Лимонпа лайм сĕткенĕсене шывпа хутăштарса, сахăр нумай ярса ĕçмелле.

Какай. Ашри протеинсем майĕпен ирĕлеççĕ, çавăнпа энерги те майĕпенрех тухать, анчах вăл нумайлăха çитет. Пулă та çавăн пекех. Кун çăмăлах мар пулмалла чухне ирхине вермишель е çăкăр мар, чăх какайĕ е пулă çисен лайăхрах.

Мăйăр. Вăл питĕ тутлăхлă, энергипе те тивĕçтерет. Анчах ăна нумай çимелле мар /уйрăмах каçа хирĕç/, мĕншĕн тесен усă курман энергин юлашкийĕ пуç мимине каймасть, кĕлеткен ытти пайĕнче çу пулса пухăнать.

Симĕс чей. Кирек хăш чейре те кофеин пур. Симĕсси вара уйрăмах усăллă. Пĕр чашăк çак чейе ĕçни пĕр чашăк кофе ĕçнинчен те ытларах витĕм кÿрет.

Пан улми. Унра тимлĕхе вăйлатакан бор пур. Унсăр пуçне усăллă ытти япала та темĕн чухлех.

Сĕлĕ пăтти. Вăл кăткăс углеводсемпе тата клетчаткăпа пуян. Пăтта мĕнле те пулин пылак хушсан чăн-чăн вăй-хал апачĕ пулать.

Банан. Унра организм питĕ лайăх йышăнакан çут çанталăк сахăрĕ пур.

Йогурт. Магни пуррине кура энергипе чылайлăха тивĕçтерет. Анчах ас тăвăр: хушăмсемлĕ йогуртра сахăр ытла та нумай.

Çăмарта. Организма туллин ĕçлеме, вăй пухма кирлĕ протеинсем, витаминсем, минералсем нумай.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.