Инфекци уйрăмĕнчи ачасене урăх больницăсене куçарнă

Шупашкарти ача-пăчан 2-мĕш больницинчи путвалта паян тĕтĕм-сĕрĕм тухма пуçланине, инкеке яваплă службăсем çийĕнчех пĕтернине «Хыпар» издательство çурчĕ маларах пĕлтернĕччĕ-ха.

Аса илтерер: больницăн инфекци уйрăмĕнче сипленекен 126 ачана тата шăпăрлансемпе пĕрле выртакан 97 амăшне тата унта ĕçлекенсене инкек пирки пĕлсенех эвакуациленĕ. Электрощит пÿлĕмĕнчи пăралуксем пĕрлешсе ларнине пула тухнă пăтăрмаха яваплă службăсем вăраха ямасăр пĕтернĕ.

Республикăн Сывлăх сыхлав министерстви тата тепĕр хыпар пĕлтерет. Инфекци уйрăмĕнчи 32 ачана амбулатори килте сипленме янă. 94 ачана тĕрлĕ çĕре вырнаçтарнă: 64-шне Шупашкарти ача-пăчан 3-мĕш больницине илсе кайнă, 18-шне Республикăри ача-пăча больницине куçарнă, 12-шне Çĕнĕ Шупашкарти больницăн инфекци уйрăмне вырттарнă.

Тĕплĕнрех пĕлес тесен Чăваш Енĕн Сывлăх сыхлав министерствинче хĕрÿ лини телефонĕ ĕçлет. Унăн номерĕ – 8 /8352/ 26-15-15. Вăл номерпе талăкĕпех шăнкăравлама май пуррине «Хыпар» издательство çуртне асăннă номерпе шăнкăравсене йышăнакан специалист пĕлтерчĕ.

Вера ТИТОВА.

Комментари хушас