Илем кÿрекен «Илем»

22 Юпа, 2014

«Илем» - ачасен ташăпа наци модин театрĕ. Ăна Çинкĕл районĕнчи Ялавăр ялĕн клубĕнче Светлана Ильдейкина тата Чĕмпĕр хулинче пурăнакан Наталья Новоселец алă ăсти çулталăк каялла йĕркеленĕ.

Чĕмпĕр облаçĕнчи чăвашсен халĕччен мода кăтартакан уйрăм театр пулман. Кăçал вĕсем облаçра çулсерен иртекен ачасен «Чĕмпĕр олимпĕ» пултарулăх фестивальне те хутшăннă. Пысăк сцена çине пĕрремĕш хут çеç тухнă пулин те II степень диплома çĕнсе илнĕ.

Наци модин театрĕ ялти клубра «Флеш» ташă ушкăнне 20 çул ытла ертсе пыракан Светлана Ильдейкина тăрăшнипе йĕркеленнĕ. Ансамбльти ташăçăсем валли Наталья Новоселец чăваш тĕррисемпе капăрлатнă тум çĕлесе панă май çуралнă çак шухăш. Чăвашсен илемлĕ тумне мĕншĕн ыттисене кăтартмалла мар? Мĕншĕн кун пек театрпа облаç фестивальне хутшăнмалла мар? Çакăн пек шухăшсемпе çунатланса ĕçе пикеннĕ.

«Илем» мода театрне тĕрлĕ çулти хĕр ачасемпе арçын ачасем çÿреççĕ. Пурĕ вун иккĕн. «Эпир сцена çинче ахаль утса çÿреместпĕр. Мода куравне юрă-ташăпа илемлететпĕр, - каласа кăтартать Наталья Геннадьевна. - Чăваш халăх тумне кăна мар, йăли-йĕркине те кăтартатпăр. Хĕрсем кĕвентепе шыв йăтаççĕ. Юлашкинчен куракан умне çăкăр-тăварпа тухаççĕ».

Паллах, театр çамрăк, ял ачисем вăтанчăкрах. Апла пулин те пысăк çитĕнÿсем тăваççĕ. «Илем» сцена çине пĕрремĕш хут пĕлтĕр Уличере иртнĕ Акатуйра тухнă. Ун чухне ушкăнăн ячĕ те пулман, анчах ачасен пултарулăхĕ халăха питĕ килĕшнĕ. Авалхи чăваш тумĕн илемне манма ĕлкĕрнĕ ял-йыш вĕсене питĕ тĕлĕнсе пăхнă. Ачасене çине-çинех сцена çине чĕнсе илнĕ. Театра йĕркелекенсем çĕнĕ тум çĕлеме халăхран пулăшу ыйтсан чылайăшĕ хаваспах килĕшнĕ, çак ĕçе вăй çитнĕ таран тÿпе хывма тăрăшнă. Çынсем пулăшнипе ачасем Çинкĕлти, облаçри уявсене тухса çÿреççĕ, пултарулăхне кăтартаççĕ.

«Пулăшакансем пур-ха. Çапах та ытларах ашшĕ-амăшĕ тăкакланать, - пĕлтерет пултарулăх ертÿçи Светлана Ильдейкина. - Театра аталантарма Наталья Новоселец нумай пулăшать».

Н.Новоселец модельерăн тĕллевĕ - чăваш халăхĕн тумне çын çине кăларса йăхташăмăрсене хăйсен несĕлĕсене асра тытма, вĕсен пуян еткерлĕхне упраса пурăнмалли çинчен аса илтересси. Вăхăт пĕр вырăнта тăмасть. Мода вара вăхăтран та хăвăртрах чупать. Наталья Геннадьевна чăваш тумне концертсемпе спектакльсенче кăна мар, куллен тăхăнса çÿренине курасшăн.

Елена МУСТАЕВА.

Чĕмпĕр облаçĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.