Елена МУСТАЕВА

12 Кăрлач, 2016

Чи пĕлтерĕшли - çĕршыва, халăха юратни

Шупашкарта тата Ульяновскра тухса тăракан республика, облаç хаçачĕсемпе журналĕсен вулаканĕсем Николай Александрович Казакова унăн статйисем тăрăх аван пĕлеççĕ. Вăл - общество корреспонденчĕсенчен чи хастарри, статьясем, очерксем, тĕрленчĕксем, заметкăсем çырать.

25 Утă, 2015

«Шанăç» пики Надежда

- Атте вăрçă пуçлансан икĕ уйăхран çуралнă. Асатте фронтра командир пулнă. Фашистсене хăвăртрах çĕнтерес тесе ывăлне Герман ят пама хушнă вăл. Шел, хăй вăрçăран таврăнайман, Крым çĕрĕ çинче пуçне хунă, - аса илет çывăх çыннисене Надежда Разинова.

22 Юпа, 2014

Илем кÿрекен «Илем»

«Илем» - ачасен ташăпа наци модин театрĕ. Ăна Çинкĕл районĕнчи Ялавăр ялĕн клубĕнче Светлана Ильдейкина тата Чĕмпĕр хулинче пурăнакан Наталья Новоселец алă ăсти çулталăк каялла йĕркеленĕ.

Чĕмпĕр облаçĕнчи чăвашсен халĕччен мода кăтартакан уйрăм театр пулман. Кăçал вĕсем облаçра çулсерен иртекен ачасен «Чĕмпĕр олимпĕ» пултарулăх фестивальне те хутшăннă. Пысăк сцена çине пĕрремĕш хут çеç тухнă пулин те II степень диплома çĕнсе илнĕ.