Хысна укçи пушшех шута юратать

28 Ака, 2017

«Регион тата муниципалитетсен шайĕнчи тĕрĕслевпе шутлав канашĕн тулашри патшалăх тĕрĕслевне пурнăçлассипе çыхăннă пĕлтерĕшĕ»... Теми кăткăс пулин те Правительство çуртĕнче ытларикун иртнĕ канашлушăн уяв сĕмĕ те кăтартуллă пулчĕ. Çапла пулмасăр! Канашлăва ЧР Тĕрĕслевпе шутлав палатине туса хунăранпа 20 çул çитнине халалланă-çке.

Палата председателĕ Светлана Аристова малтанах ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçине Юрий Васильева сăмах пачĕ. Вăл Тĕрĕслевпе шутлав палатин ĕçченĕсене паллă кун ячĕпе саламланă май вĕсен ĕçĕпе кăмăллă пулнине пытармарĕ: «Эсир район-хулана тĕрĕслевпе килсен вырăнсенчи чиновниксем лăпкăлăха çухатаççĕ. Çапла пулмалла та, мĕншĕн тесен эсир кашни тенке тĕллевлĕн тăкакланине, укçапа республикăра пурăнакансен ырлăхĕшĕн усă курнине çирĕп тĕрĕслесе тăратăр». Вăл ТШП инспекторĕсене муниципалитетсен тĕрĕслев органĕсене ĕçре пысăк пулăшу кÿнĕшĕн тав турĕ: «Вĕсен опычĕ пĕчĕкрех — çав органсене сирĕн палатăран каярах йĕркеленĕ».

ЧР Тĕрĕслевпе шутлав палати вара 1997 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче çуралнă. Чăн та, республика парламенчĕ ăна йĕркелесси пирки темиçе çул маларахах йышăну тунă. Ун чух кунашкал тытăм федераци шайĕнче те пулман-ха. Çакăн пирки ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов аса илтерчĕ. Вăл иккĕленмест: паян Чăваш Енĕн Тĕрĕслевпе шутлав палати пирки влаçăн тĕрĕслев органĕсен ретĕнчи çирĕпленсе çитнĕ тытăм теме юрать. Çавна май вăл пухăннисене çитĕнÿсемпе пĕрлех саккунлăха, тĕрĕслĕхе тата никама пăхăнманлăха тĕпе хума сунчĕ.

Çирĕпленсе çитни вара куç кĕрет. Светлана Аристова хăйĕн докладĕнче палăртнă тăрăх — палата çак икĕ теçетке çул хушшинче пысăк çĕр-çĕр тĕрĕслев ирттернĕ. Бюджет укçипе усă курассине йĕркелекен саккунсене пăснин 4 миллиард ытла тенкĕлĕх тĕслĕхне тăрă шыв çине кăларнă. Унăн тĕрĕслевĕсен материалĕсем тăрăх право хуралĕн органĕсем вун-вун уголовлă ĕç пуçарнă. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.