"Хыпарпа" унăн кăларăмĕсем "Ирхи саламран" салам янă

Т́ăван радиора тата Чăваш Енĕн Наци телевиденийĕнче харăсах тÿрĕ эфира тухакан "Ирхи салам" кăларăмра паян "Хыпар" издательство çурчĕн тĕп редакторĕн çумĕ Дмитрий Моисеев пулнă. Дмитрий Андреевича теле- тата радиоертÿçĕсем, Алена Арсентьевăпа Вася Васин, Пĕтĕм тĕнчери юлташсем кунĕ ячĕпе туслăх пирки калаçма йыхравланă. 

"Хыпарçă" çирĕп туслăх пур, "Анчах пирĕн ăна пурсăмăрăн та упрама пĕлмелле", - тесе шухăшлать. Килĕштерсе пурăнни çемьере, тус-юлташ хушшинче çеç мар, ĕçре те пĕлтерĕшлĕ. Издательство çурчĕн тĕп редакторĕн çумĕ тÿрĕ эфирти калаçупа усă курса "хыпарçăсемпе" тата унăн кăларăмĕсемпе туслашмалли майсем пирки те каласа кăтартнă. "Хыпар" издательство çурчĕ пуçарнă çĕнĕ проектсем пирки сăмах хускатнă май "Хыпар" çырăнакансен хушшинче мотоблок, "Тантăш" хаçата, "Тетте" тата "Самант" журналсемпе пĕр харăс туслашнисен хушшинче велосипед выляттарассине çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕччен тăснине пĕлтернĕ. Аса илтерер, капла утăма вулакансем ыйтнипе тунă.

 "Ирхи салам" кăларăма маларах издательство çурчĕн ача-пăча кăларăмĕсен редакторĕ Алина Изман та хутшăннăччĕ

www.hypar.ru

 

Вера ТИТОВА.

Комментари хушас