Хаçат çырăнса парнеллĕ пулма май пур

30 Çу, 2017

"Хыпар" хаçата тата унăн ача-пăча кăларăмĕсене: "Тантăш" хаçата, "Самант" тата "Тетте" журналсене - çырăнакансен парнеллĕ пулас шанчăк пуррине эпир унччен те пĕлтернĕччĕ. Аса илтерер: "Хыпар" суйланисем валли мотоблок, ача-пăчан виçĕ кăларăмĕпе харăс туслашнисем валли велосипед выляттарăпăр.

Маларах çырăнтару квитанцийĕсене çĕртме уйăхĕн 5-мĕшĕччен пухассине пĕлтернĕччĕ. Анчах вулаканăмăрсем тата пирĕн кăларăмсемпе туслашас кăмăллисем вăхăта тăсма хытах ыйтнине кура квитанцисене çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕчченех йышăнас терĕмĕр. Лотерея вылявне Республика кунĕнче, çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче, 20 сехетре, Шупашкарта, Чăваш наци конгресĕ умĕнче, ирттерĕпĕр.

Тусăмăрсем, хаçат çырăнма та, квитанцисене редакцие çитерме те кая юлман-ха. "Хыпар" çырăннисенчен хальлĕхе 163 квитанци килнĕ, ача-пăча кăларăмĕсемпе туслашнисенчен - 5. Квитанци мĕн чухлĕ сахалтарах, выляса илес шанчăк çавăн чухлĕ пысăкраххи аван-ха. Çапах та ыттисене те вылява хутшăнма чĕнсе калас килет. Мотоблок та, велосипед та ытлашши пулас çук. Хăвăра кирлĕ пулмасан тус-тăванăра парнелеме май пур. Эпир Шупашкарти И. Яковлев проспектĕнчи 13-мĕш çуртри 3-мĕш хутра вырнаçнă. Квитанцин скан-копине е ăна фотопа ÿкерсе илнине hyparkd@mail.ru электрон адреспа та йышăнатпăр. Ыйтса пĕлмелли телефон номерĕ - (88352) 56-15-30.

www.hypar.ru

Теги: 

Комментари хушас