"Хыпар" мотоблокĕ Патăрьеле кайрĕ
Паян "Хыпар" издательство çурчĕн мотоблокĕ Патăрьел районĕнчи Кĕçĕн Патăрьеле кайрĕ. Аса илтерер: çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче эпир хамăр туссемĕр - "Хыпар" хаçата тата издательство çурчĕн ача-пăча кăларăмĕсене кăçалхи иккĕмĕш çур çуллăха çырăннисем - хушшинче лотерея вылявĕ ирттертĕмĕр. "Хыпар" çырăннине ĕнентерекен квитанцие ярса панисен мотоблок выляса илес шанчăк пулчĕ, "Тантăш" хаçата, "Тетте", "Самант" журналсене пĕр харăс суйланисен - велосипед. Ĕнер велосипеда илсе кайрĕç, паян пирĕн пата мотоблок хуçи çитрĕ.
Патăрьел районĕнчи Кĕçĕн Патăрьел ялĕнче пурăнакан 51 çулти Александр Смирнов инженер ырă хыпара мунчара çăвăннă чухне илтнĕ. "Пирĕншĕн çав кун чăнласах та уяв пулчĕ. Хамăр ялти агрофирма директорĕ, лотерея вылявĕнче пулнăскер, шăнкăравласан телефона арăм тытнă. Вăл вара мана калама мунчана чупса пычĕ. Çăвăнса пĕтермесĕрех васкаса тухрăм, часрах сĕтел хатĕрлерĕмĕр", - илтнĕ кунхиллех паян та хавасланса калаçрĕ ăнăçуллă арçын. Мотоблок выляттарни çинчен çемье "Хыпар" сайтĕнче пĕлнĕ. " Унччен эпир хамăр тăванпа пĕрле пулса мотоблок туяннăччĕ. Халĕ вара хамăра ята пулĕ. "Хыпар" хаçата малашне те çырăнса илĕпĕр, ял-йыша та унпа туслашма сĕнĕпĕр", — терĕ Александр Смирнов.
Комментари хушас