Вера ТИТОВА. Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕсем.

24 Раштав, 2018

Шупашкарти Ивановсем планшетлă пулчĕç

"Хыпар" издательство çурчĕн ача-пăча кăларăмĕсен редакцийĕ "Тантăш" хаçат тата "Самант" журнал çырăннисем хушшинче выляв ирттерсе унăн çĕнтерÿçине палăртнине эпир пĕлтернĕччĕ. Паян вара телейлĕ çемьене чысларĕç. Çав ятпа редакцие Хĕл Мучи те килсе çитрĕ.