"Хыпар" издательство çурчĕн кĕпе çумалли машинине ашшĕ хĕрне парнелĕ

28 Раштав, 2017

Паян "Хыпар" издательство çуртне "Хыпар" хаçата çырăнса парнеллĕ пулнă Вăрнар районĕнчи Кивьял Хапăсра пурăнакан Олег Яковлев хĕрĕпе Марийăпа килчĕ. Аса илтерер: "Санар" хуçалăхра механизаторта ĕçлекенскер пирĕн медиахолдинг "Хыпар" хаçат тата ача-пăча кăларăмĕсене 2018 çулăн пĕрремĕш çурри валли çырăннисем хушшинче ирттернĕ вылявра кĕпе çумалли машинăна тивĕçнĕччĕ. Ача-пăча кăларăмĕсенчен пĕринпе, "Тетте" журналпа, туслашнисенчен Шупашкарти Елена Долгушева сенсор экранлă телефон выляса илнĕччĕ

"Хыпар" хаçата Олег Яковлев вырăнти "Санар" хуçалăх çырăнса панине пĕлтерчĕ. "Отпускра канаттăм та, телефон ĕçлеместчĕ, парне выляса илнине пĕлтерме хуçалăх директорĕ Роберт Петров тата Татьяна Михайлова тĕп бухгалтер килех килчĕç", - пĕлтерчĕ вăл пире. Ытти чух ун пек телей пÿрменнине кура кил хуçи те, унăн мăшăрĕ Елена Васильевна та ку хыпара ĕненмесĕртерех йышăннă. "Куçпа курмасăр та шанас килмерĕ", - пытармарĕ арçын. 

Яковлевсен хĕрĕ Мария нумаях пулмасть Шупашкарта хваттер туяннă. Кĕпе çумали автомат машинăна кил хуçи ăна парнелессине пĕлтерчĕ. 

Рубрика: 

Комментари хушас