"Хыпар" издательство çурчĕн тĕп редакторĕн çумĕ "Ĕçлĕ калаçу" радиокăларăмра ĕçлĕ калаçрĕ

24 Çу, 2018

"Хыпар" издательство çурчĕн тĕп редакторĕн çумĕ Дмитрий Моисеев паян "Тăван радио" эфирĕнчи "Ĕçлĕ калаçу" радиокăларăма хутшăнчĕ. Передачăна Маргарита Мельникова ертсе пычĕ.

Дмитрий Андреевич радиоитлекенсене "Хыпар" никĕслевçине Николай Никольские халалласа çу уйăхĕн 17-мĕшĕнче Çамрăк корреспондентсен слечĕ иртни пирки каласа кăтартрĕ. Вăл хăйĕн сăмахĕнче слета республикăри кăна мар, ун тулашĕнчи ачасем те хастар хутшăннине, ÿсекен ăру чăваш пулма пăрахманнине, ăсталăх класĕсене хутшăнса хăйсем валли усăллине нумай илнине палăртрĕ.

Çавăн пекех вăл "Хыпар" хаçат çырăнса ăратлă такаллă пулма май пуррине каласа хăварчĕ. "Çамрăксен хаçачĕ" те хăйсен вулаканĕсенчен пĕрине сенсорлă телефонпа хавхалантарассине пĕлтерчĕ. Дмитрий Андреевич Чăваш Енри наци медиахолдингĕн хăш-пĕр кăларăмĕн тиражĕ паянхи кун тĕлне иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен пысăкраххине те пытармарĕ. 

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас