"Хыпар" Издательство çурчĕн ĕçченĕсене виçĕ ведомство пĕрле пулса чысланă

2 Çу, 2017
"Хыпар" Издательство çурчĕн икĕ ĕçченне нумаях пулмасть виçĕ ведомство пĕрле пулса чысланă.
Издательство çурчĕн "Хресчен сасси" хаçачĕн корреспондентне Лариса Никитинăна пĕлтĕрхи Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравне лайăх çутатнишĕн дипломпа палăртнă. Конкурса Чăвашстат республикăн Ял хуçалăх тата Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерствисемпе пĕрле йĕркеленĕ. Республикăри пичет хатĕрĕсенче Пĕтĕм Раççейри çырав темине çутатассипе ĕçтешĕмĕре, Лариса Никитинăна, çитекен пулман. Пултаруллă хаçатçă 2005 çултанпа "Хресчен сасси" хаçатра тăрăшать. Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне çутатнăшăн 2010 çулта ăна медальпе хавхалантарнă. "Хыпар" хаçатăн социаллă пурнăç пайĕн тишкерÿçи Валентина Смирнова ятарлă парнене тивĕçнĕ. 1974 çултанпа журналистикăра тăрăшакан калем ăсти çырав темине пысăк пахалăхпа çутатнă.

 

Теги: 

Комментари хушас