"Хыпар" хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн Тюменьтен те килĕç

26 Авăн, 2017

"Хыпар" хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн кире пуканĕ йăтакансен  кăçалхи турнирне Брянск, Вологда, Тюмень, Ульяновск облаçĕсен представителĕсем килсе çитĕç.

Аса илтерер: кăçалхи ăмăртăва юпа уйăхĕн 20-22-мĕшĕсенче Шупашкарти «Спартак» стадионта ирттерме палăртнă.  1984 çулхи юпа уйăхĕнченпе пуçласа йĕркелекен спорт мероприятине юлашки çулсенче Кÿкеç поселокĕнче, Куславкка тата Шупашкар хулисенче ирттернĕ. "Хыпар" хаçат парнисене Кемĕр, Кострома, Омск, Ульяновск, Чулхула, Челябинск облаçĕсенчен, Мари тата Тутар республикисенчи спортсменсем те тивĕçнĕ. Кăçалхи çĕнтерÿçĕсем çитес уйăхра палăрĕç.

СĂМАХ МАЙ

1983 çулта Раççей чемпионĕ пулнă Юрий Попов парнисене çĕнсе илессишĕн çитес уйăхăн 14-мĕшĕнче Красноармейскинче ăмăрту иртмелле. Çак ыйтупа Красноармейски район администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Молотков йĕркеленĕ канашлăва "Хыпар" издательство çурчĕн коммерци директорĕ Надежда Толстова та хутшăннă.

Рубрика: 

Комментари хушас