Хулара пĕр кун та пурăнаймасть

9 Нарăс, 2017

Вăрмар районĕнчи Çӳлти Кинчер ялĕнче пурăнакан Алексей Крылов Аслă Пинер ял тăрăхĕнчи çулсене хĕлле юртан тасатать. Алексейăн ашшĕ Владимир Николаевич 1993 çултанпа фермер хуçалăхне тытса пырать. Хăйĕн тăванĕпе Петр Николаевичпа малалла талпăнаканскерсем 5 пине яхăн гектар çĕр çинче тыр-пул акса ӳстереççĕ, ĕне тата сысна фермисем те пур вĕсен. Улми улмуççинчен аякка ӳкмест. Ӳрĕк çемьере çитĕннĕ Алексей ашшĕ пекех ĕçчен. Вăл çиччĕмĕш класра вĕреннĕ чухне пуçласа трактор рулĕ умне ларнă. Пĕлтĕр ăна тырă вырма шаннă.

Алексей шкул пĕтернĕ хыççăн Çĕрпӳри аграри техникумне вĕренме кĕнĕ. Унти пĕлӳ паянхи кун уншăн ĕçре чухах пулнине каччă пытармарĕ. Техникумри пĕлӳпех çырлахасшăн мар – халĕ Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче ăс пухать. «Пурнăçра хăвăн вырăнна кунта тупнă вĕт эсĕ. Аслă пĕлӳ сана мĕн тума кирлĕ?» — тесе ыйтсан каччă çирĕппĕнех каларĕ: «Вĕренни ытлашши мар».

Алексей тăватă ачаллă çемьере çуралнă. Ашшĕ хăй вăхăтĕнче тăван хуçалăхра тимленĕ, клуб заведующийĕ пулнă. Амăшĕ – ялти фельдшер. Алексейăн икĕ аппăшĕ çемье çавăрса урăх çĕрте тĕпленнĕ. Ашшĕпе пĕрле мĕн пĕчĕкрен ĕçлеме юратнă каччă хуланалла туртăнман. «Унта мĕн пур?» – терĕ вăл пире. Çапах вăл Мускава çӳрекен юлташĕсене ăнланать. «Унта укçа аван ĕçлесе илеççĕ. Ялта алла нухрат нумай кĕмест», – терĕ вăл тусĕсем пирки. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.