«Хĕвеллĕ» микрорайонăн çутă «Пайăрки»

19 Нарăс, 2020

Тĕп хулари «Хĕвеллĕ» микрорайонта пурăнакансем паян тахçанхи ĕмĕтне пурнăçа кĕртрĕç: кунта 250 ача вырнаçакан «Пайăрка» /Лучик/ ача сачĕ уçăлчĕ.

Çак куна, паллах, пепкеллĕ ашшĕ-амăшĕ уйрăмах кĕтнĕ. Сăмахран, Луиза Ермолаева çак районта хваттер туяннă, тăваттăри Таня «Пайăркана» çÿреме пуçлĕ. Икĕ çулти тепĕр пепкипе черетре тăраççĕ. «Хальлĕхе ялта, Канаш районĕнче, пурăнатпăр-ха, Таня садике çÿреме пуçласанах куçса килетпĕр», — терĕ савăнăçлă кулăпа çиçекен амăшĕ.

Роза Григорьева амăшĕ мар, кукамăшĕ. Хĕрĕпе, Анжелика Никитинăпа тата мăнукĕсемпе — тăваттăри Ромăпа тата иккĕри Аринăпа — вăл пĕрле пынă. Рома ку таранччен 172-мĕш садике çÿренĕ, малалла — паян уçăлаканнине. Арçын ача питĕ кăмăллă, мĕншĕн тесен кунта бассейн, мастерской пур. Пÿлĕмсем çутă, хăтлă.

Вĕсем кăна мар, ытти ашшĕ-амăшĕ те пепкисемшĕн пĕтĕм чун-чĕринчен хĕпĕртерĕ пулĕ. Ачисем шанчăклă алăра, таса та илемлĕ садикре пулсан вĕсен чĕринче лăпкă-çке. Ним пирки шухăламасăр, ачисемшĕн пăшăрханмасăр лăпкăн ĕçлĕç.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев та çак шухăша палăртрĕ. Вăл та хутшăнчĕ ача-пăча учрежденине уçма.

— Республикăра вĕрентÿ, воспитани енĕпе пысăк ĕçсем вăя кĕреççĕ. Вĕрентÿ — çынна инвестици хывни. Паянхи ачасем — пирĕн пуласлăх. Вĕсем пирĕнтен ăслăрах, пуçаруллăрах пулмалла, çавăнпа паян пирĕн вĕсем валли çĕнĕ, пурнăç ыйтнă йышши ача сачĕсем туса памалла. Çурт кăна хăтлă пулни сахал, вăл тивĕçлĕ хатĕрсемпе, çитĕнекен ăрăва аталанма пулăшакан технологисемпе пуян пултăр. Ку енĕпе эпир хамăр енчен мĕн кирлине пĕтĕмпех пурнăçлăпăр.

Паян уçăлакан учреждени — «Демографи» наци проекчĕпе иртнĕ çул тума пуçланă 13 садикрен пĕри. Кăçал тата 9 ача сачĕ тума палартнă. Унсăр пуçне маларах туса лартнисене хăтлăлатасси, тĕпрен юсасси çинчен те манса каймăпăр,— терĕ Олег Алексеевич.

Хĕрлĕ хăйăва касса çурта кĕнĕ хыççăн хăнасем ачасемпе, воспитательсемпе çывăхрах паллашрĕç. Ун хыççăн Олег Николаев республикăри шкул çулне çитмен ачасемпе ĕçлекен педагогика пĕрлĕхĕн ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕ.

Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕсем кунта....

www.hypar.ru

Надежда СМИРНОВА. 

Рубрика: 

Комментари хушас