Хĕрарăм вилĕмĕшĕн кам айăплă?

Çĕнĕ Шупашкарта 76-ри хĕрарăм канализаци коллекторне кĕрсе ÿкнĕ те тухайман. Мĕншĕн вăл уçă тăнă, хĕрарăм вилĕмĕшĕн кам айăплă? Çак ыйтусене следовательсем тишкернĕ. Аса илтеретпĕр: инкек пĕлтĕр чÿкĕн 24-мĕшĕнче 10-мĕш Пилĕкçуллăх урамĕнчи 31-мĕш çурт таврашĕнче пулнăччĕ.

РФ СК Чăваш Енри следстви управленийĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, хĕрарăм юсав ĕçĕсем пынă вырăна ирĕклĕнех кĕрсе кайнă. Чавнă котлованти уçă тăракан коллектора кĕрсе ÿкнĕ, йывăр суранланнăскер путнă. Вилене виçĕ кунтан тупнă, вăл тасатмалли сооруженисем патне юхса çитнĕ.

Следовательсем инкекшĕн канализаци тытăмне юсакан подряд организацийĕн участок пуçлăхне айăпласшăн. Юсав пынă вырăна нимĕнпе те картламан, хăрушсăрлăх паллисем лартман, унсăр пуçне канализаци шăтăкне хупламан пулнă. Ăна строительство ĕçĕсем вăхăтĕнче хăрушсăрлăх йĕркине пăснăшăн, çакă çынна вилĕм патне илсе çитернĕшĕн явап тыттарасшăн. Ун тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе тĕпчесе пĕтернĕ, материалсене суда ярса панă.

Елена АТАМАНОВА.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас