Хĕрарăм çыравçăсен тÿпи те пысăк

6 Нарăс, 2016

Чăваш литературин тĕпчевĕпе критикин уçлăхĕнче çанă тавăрса тăрăшакансенчен пĕри - филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А.Мефодьев доцент. Александр Иванович чăваш литературин ăслăлăхне икçĕре яхăн тĕпчевпе пуянлатнă. Нумаях пулмасть унăн «Чăваш ача-пăча литератури. Хальхи тапхăр» монографийĕ кун çути курчĕ. Ку - Александр Ивановичăн пилĕк кĕнекерен тăракан «Чăваш ача-пăча литератури» ярăма вĕçлекен ăслăлăх ĕçĕ. Патăрьел чăвашĕн ку ыйтупа çыхăннă ĕçĕсем 2008 çултанпа тухса пычĕç: «Чувашская детская литература: Истоки, возникновение и формирование» /2008/, «Чăваш ача-пăча литератури. 60-80-мĕш çулсем» /2013/ монографисем тата «Чăваш ача-пăча литератури. 20-30-мĕш çулсем» /2010/, «Чăваш ача-пăча литератури. 40-50-мĕш çулсем» /2011/ вĕренÿ кĕнекисем.

Ярăмăн тытăмĕ ансат та уçăмлă. Кашни монографипе вĕренÿ пособинех хронологи йĕркипе литература аталанăвĕн уйрăм тапхăрĕн хăйне евĕрлĕхне уçса парассине халалланă. Хайлавĕсене поэзипе проза тата драматурги речĕсем тăрăх тата тĕрлĕ ÿсĕмри /кĕçĕн, вăтам тата аслă çулсенчи/ ачасем валли çырнине кура уйăрса пăхса тухнă. Тишкернĕ чух тематикăпа сюжета кăна мар, хайлавсен оригиналлăхне, поэтикине сăнассине тĕпе хунă. Çыравçăсен пултарулăх портречĕсем валли те ятарлă вырăн уйăрнă.

А.Мефодьев хăйĕн тĕпчевĕсенче хĕрарăм çыравçăсен ача-пăчапа яш-кĕрĕм литературине аталантарас ĕçри пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине палăртнă. Ярăмри кашни кĕнекерех поэтессăсемпе писательницăсен илемлĕ шухăшлав уйрăмлăхĕсене ăнлантарса панине асăрхама пулать. Вĕсен йышĕнче Ваççа Аниççин, Марфа Трубинан, М.Волковăн, М.Ухсайăн, Е.Лисинăн, З.Нестеровăн, В.Элпин, Р.Сарпин, В.Тараватăн, Ю.Силэмĕн, Л.Саринен, С.Асаматăн, Р.Шевлепин, Левтина Марьен, Л.Ковалюкăн, Н.Артемьевăн, Л.Сачковăн, К.Вишневскаян, Л.Смолинăн, Г.Зотовăн, Ордем Галин, О.Туркайăн, М.Карягинăн, Е.Нарпин, Н.Силпин, Н.Ильинан тата ыттисен ячĕсем те тĕл пулаççĕ.

Александр Иванович «Чăваш ача-пăча литератури. Хальхи тапхăр» монографире уйрăмах Е.Лисинăн, О.Туркайăн, Г.Зотовăн, Р.Сарпин, С.Асаматăн, М.Карягинăн, Е.Нарпин тĕрлĕ жанрлă хайлавĕсене тулли кăмăлпа тишкерни куç кĕрет. Ăсчах-вĕрентÿçĕ Е.Лисинăн «Улăхпи», О.Туркайăн «Пахчари çĕмĕрт», Г.Зотовăн «Капăр канфет», «Çынран ан кул», «Чике старике улталани» юмах-халапĕсене, Н.Нарпин «Хурăнпа йыт пырши», «Ылтăн тулă пĕрчи», «Салтак тÿмипе Талпиçен» юмахĕсене, С.Асаматăн «Тавçăруллă Кăтрак» халапне, Р.Сарпин «Сар чечек» юмахне, М.Карягинăн «Ылтăн панулми», «Иккĕн» калавĕсене, «Хăйне çухатнă путек» халапне пысăк хак парать. Автор шучĕпе, «вĕсен хайлавĕсем формăпа содержани çĕнĕлĕхĕпе, хăйне евĕрлĕ сăнарлăхпа, чăвашлăх ыйтăвне ăста çутатнипе палăрса тăраççĕ». Çав вăхăтрах А.Мефодьев хĕрарăм çыравçăсем литературăри ачалăх тĕнчине çутă та ăшă, ачаш та çепĕç туйăмсемпе, илĕртÿллĕ те чечен кĕвĕсемпе пуянлатнине, вĕсемех ку хутлăхăн илемĕ пуянлăхне ÿстерме хăйсен сумлă тÿпине кунран-кун хывнине ĕненмелле çирĕплетсе панă.

Ольга СКВОРЦОВА,

филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.