Ольга СКВОРЦОВА

6 Нарăс, 2016

Хĕрарăм çыравçăсен тÿпи те пысăк

Чăваш литературин тĕпчевĕпе критикин уçлăхĕнче çанă тавăрса тăрăшакансенчен пĕри - филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А.Мефодьев доцент. Александр Иванович чăваш литературин ăслăлăхне икçĕре яхăн тĕпчевпе пуянлатнă. Нумаях пулмасть унăн «Чăваш ача-пăча литератури. Хальхи тапхăр» монографийĕ кун çути курчĕ. Ку - Александр Ивановичăн пилĕк кĕнекерен тăракан «Чăваш ача-пăча литератури» ярăма вĕçлекен ăслăлăх ĕçĕ.