Хĕл Мучисем ăмăртĕç

4 Раштав, 2018

Чăваш Енре кайтинг спортне юратакан Хĕл Мучисен ăмăртăвĕ иртмелле. Раштавăн 31-мĕшĕнче вĕсем Мускав çыранĕнче пуçтарăнĕç.

Асăннă мероприятие Шупашкар хула администрацийĕпе серфинг федерацийĕ йĕркелеççĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх, Хĕл Мучин тумне тăхăннă серферсем старта тăрĕç. Кăçал 20 çын ăмăртăва хутшăнма кăмăл тунă. Мероприятире хĕллехи серфингпа çывăхрах паллашма çеç мар, Хĕл Мучисемпе чăрăш тавра пуçтарăнса вĕри чей ĕçме те май пулĕ.

www.hypar.ru

Ирина КОШКИНА.

Рубрика: 

Комментари хушас