Хаваслă каникулăн çутă тунсăхĕ

9 Утă, 2015

Çуллахи практикăра пирĕн 10-мĕш «а» класс ларса канма пĕлмесĕр тăрăшать. Класс ертÿçи Елена Германовна Лебедева пулăшнипе темĕнле ĕç те вĕресе тăрать. Ĕçĕ вара шкулта яланах пурне валли те çитет. Çумăр çăвать-и, çиçĕм çиçет-и, шăрăх çанталăк тăрать-и - пирĕншĕн пурпĕрех. Эпир кашни кун хаваспах практикăна çÿретпĕр.

Клумбăсенчи хитре чечексем те эпир хăçан килессе чăтăмсăррăн кĕтеççĕ пулмалла. Çум курăкĕсене тăпăлтарнă, шăнкăр-шăнкăр шывпа шăварнă чухне вĕсем йăл кулса савăннăнах туйăнать.

Тăван шкулти кабинетсене те тирпей-илем кĕртрĕмĕр, тусан шăлса тасатрăмăр, чÿрече каррисене те çуса якатса çакрăмăр. Практика вăхăтĕнче велосипедпа чупса ăмăртăва хутшăннă, вилĕмсĕр поэтăмăр К.В. Иванов çуралнăранпа 125 çул çитнине уявланă çĕре хутшăннă, «Чебоксары - Арена» пăр керменне уçнă çĕрте те пулнă.

Пĕр уйăх хăш самантра иртсе кайрĕ? Практика вĕçĕнче вара тĕлĕнмелле парне пулчĕ: ĕçпе кану лагерĕнче тăрăшнă ачасене ĕç кĕнекисем пачĕç! Çак йĕрке кăçалтан пуçласа пурнăçа кĕрет. Ĕç кĕнекине алла илни - ĕç стажне ÿстерме пулăшать.

Юратнă шкулăм, сентябрĕн 1-мĕшĕнче тĕл пуличчен! Сансăр кăштах тунсăх та. Урока чĕнекен шăнкăрав сасси мĕнле хавассине пушшех те ăнланса илтĕмĕр. Çуллахи савăк каникула тем пек кĕтнĕ пулин те чунра çутă тунсăх кăштах пур.

Марина ТРОФИМОВА.

Шупашкар, 10-мĕш шкул.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.