Марина ТРОФИМОВА

9 Утă, 2015

Хаваслă каникулăн çутă тунсăхĕ

Çуллахи практикăра пирĕн 10-мĕш «а» класс ларса канма пĕлмесĕр тăрăшать. Класс ертÿçи Елена Германовна Лебедева пулăшнипе темĕнле ĕç те вĕресе тăрать. Ĕçĕ вара шкулта яланах пурне валли те çитет. Çумăр çăвать-и, çиçĕм çиçет-и, шăрăх çанталăк тăрать-и - пирĕншĕн пурпĕрех.