Хастарсене - медальсем

5 Ака, 2016

Хĕллехи спорт сезонĕ вĕçленсе пынă май хăйсен ăсталăхĕпе тимĕр вăййине юратакансем палăрчĕç. Нумаях пулмасть Владимир хулинче — штангистсем, Тюмень облаçĕнчи Сургутра кире пуканĕ йăтакансем вăй виçрĕç.

Çĕнĕ ĕмĕр пуçланнăранпа тимĕр вăййипе чăваш хĕрĕсем те кăсăкланма тытăнчĕç. Помост çинче пуринчен ытларах Етĕрне районĕнчи пикесем çитĕнÿсем тăваççĕ. 10-12 çул каялла унти спорт шкулĕнче вĕреннĕ Яна Виноходова Пĕтĕм Раççейри ăмăртусенче темиçе хутчен çĕнтерчĕ, штанга йăтассипе спортăн тĕнче класлă мастерĕн нормативне чи малтан тултарчĕ. Владимир хулинче иртнĕ юниорсен çĕршыври чемпионатĕнче вара пирĕн республикăри атлетсенчен Етĕрне районĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинче вĕренекен 20 çулти Александра Козлова пуринчен ăнăçлăрах ăмăртрĕ. Вăл 69 килограмлă виçере пĕрремĕш вырăн йышăнса ылтăн медале тивĕçрĕ, спортăн тĕнче класлă мастерĕ пулса тăчĕ. Унăн юлташĕ, Патăрьел районĕнчи Дмитрий Исаков, çăмăл виçере /63 кг/ ăмăртса виççĕмĕш кăтартупа палăрчĕ.

Сургут хулинче Чăваш Ен чысне Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн доценчĕн, ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Б.Н.Глинкинăн вĕренекенĕсем хÿтĕленĕ. Экономика факультечĕн студентки, тĕнче чемпионачĕн иртнĕ çулхи призерĕ Анастасия Александрова 24 килограмлă кире пуканне малтан — сулахай, унтан сылтăм алăпа 123 хут сулласа çĕкленĕ, 68 килограмлă виçере Раççей чемпионкин ятне çĕнсе илнĕ. Унăн кăтартăвĕ — республикăн çĕнĕ рекорчĕ. Ылтăн медальсене çавăн пекех Борис Николаевичăн вĕренекенĕсем Алексей Ивановпа Александр Павлов тивĕçнĕ. Çу уйăхĕнче вĕсем пурте Польшăри Гданьск хулинче Европа шайĕнче мала тухассишĕн тупăшĕç.

Петр СИДОРОВ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.