«Хастар» слет çамрăксене пухнă

14 Чÿк, 2018

Чÿк уйăхĕн 9-11-мĕшĕсенче И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн «Мечта» профилактори-санаторийĕнче пĕтĕм Раççейри студентсен пĕрлешĕвĕсен «Хастар» 8-мĕш слечĕ иртнĕ.

Унта аслă тата професси пĕлĕвĕ паракан шкулсенче вĕренекенсен 30 пĕрлешĕвĕ хутшăннă. Хăйсен ĕçне республикăри вĕрентÿ 10 организацийĕн, Мускав педуниверситечĕн Ставропольти филиалĕн, Хусан патшалăх энергетика университечĕн, Сывлăх сыхлав хутлăхĕнчи ырă ĕç тăвакансен пĕтĕм Раççейри общество юхăмĕн Чăваш Енри уйрăмĕн, Шупашкарти çамрăксен правительствин хастарĕсем кăтартнă.

www.hypar.ru

Ирина ИВАНОВА. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: 

Комментари хушас