Хăрушсăрлăх кунĕ иртрĕ

30 Ака, 2019

Ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче çĕршыври вут-çулăмпа кĕрешекенсем хăйсен професси уявне — Пушар хуралĕн кунне — паллă тăваççĕ. Раççей пушар хуралне туса хунăранпа кăçал 370 çул çитрĕ. Çак юбилее халалласа паян Шупашкарти Хĕрлĕ тÿремре Хăрушсăрлăх кунĕ иртрĕ.

Мероприяти куравран пуçланчĕ: çынсем пушарпа çăлав техникипе, васкавлă службăсен ятарлă автомобилĕсемпе тата оборудованийĕпе, хÿтĕлев хатĕрĕсемпе паллашрĕç. Информаци стенчĕсене, хăрушсăрлăх паллисене тимлĕн сăнарĕç. Пушар хуралĕн газпа тĕтĕм-сĕрĕмрен хÿтĕлекенсен ĕçне — ăна пухăннисене ятарласа кăтартрĕç — тĕлĕнсе те хавхаланса пăхрĕç.

Хăрушсăрлăх кунĕнче ачасем валли те кăсăкли нумай пулчĕ. Вĕсем çăлавçăсемпе Пĕтĕм Раççейри ирĕклĕ пушар обществин ĕçченĕсем йĕркеленĕ вăйăсене, ОБЖ енĕпе хаваслă конкурссемпе викторинăсене хутшăнчĕç. Ачасем пушарнăйсен тумне, хими хÿтĕлевĕн костюмне тăхăнса пăхрĕç. Пушар машинисене ларса, ытти çĕрте асăнмалăх сăн ÿкерĕнчĕç.

Уява килнисене Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пуçлăхĕ Станислав Антонов генерал-майор, ЧР ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕн пĕрремĕш çумĕ Лариса Арсентьева, республикăри ГКЧС председателĕн çумĕ Олег Павлов саламларĕç. Вĕсем хăрушсăрлăх пирĕн пурнăçра тĕп вырăнта пулмаллине аса илтерчĕç. Станислав Антонов тăрăшса ĕçлекен сотрудниксене МЧС паллисене парса чысларĕ.

Кăмăл пуррисем Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕ йĕркеленĕ уй-хир кухнинче салтак пăттипе сăйланчĕç.

Căн ÿкерчĕксем...

www.hypar.ru

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас