Хамăрăнне ытларпах сутмалла

1 Çурла, 2014

ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрĕ Владимир Аврелькин Правительство çуртĕнче МИХ ĕçченĕсемпе брифинг ирттерчĕ. Владимир Александрович Чăваш Енре туса кăларакан продукци, уйрăмах шурă эрех, федераци тата вырăнти пысăк суту-илÿ çурчĕсенче епле сутăннипе паллаштарчĕ. Кăтарту савăнтармасть. Хаяр шĕвек вырнаçтарнипе пулакан налук калăпăшĕ кăçал пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан чакнă. Хамăрăн алкоголь продукцине халăх патне çитерес çула саккунсăр майпа сутăнакан суррогат эрех самаях чăрмав кÿрет. Вăл йÿнĕ. Халăхшăн вара тавара ăçта туса кăларни мар, унăн хакĕ пĕлтерĕшлĕ.

- Суту-илÿ сечĕсенче çирĕп йĕрке тăвасси çинчен Правительствăра анчахрах иртнĕ ларура каллех аса илтĕмĕр, - терĕ Владимир Александрович. - Çитменлĕхсемпе Роспотребнадзорăн регионти управленийĕн ĕçченĕсем çивĕч кĕрешеççĕ, тĕрĕслевсем тăтăшах ирттереççĕ. Сутăнакан алкогольлĕ шĕвек калăпăшĕн 30 процентне япăх пахалăхли йышăнать. Рейдсенче унашкаллине лавкка сентрисенче 0,5 литр кĕрекен темиçе пин ытла кĕленче тупнă. Суту-илÿ çурчĕсен ертÿçисене çирĕп асăрхаттарнă, хăшне-пĕрне административлă майпа айăпланă. Ытлари кун Çĕмĕрлере те пĕр лавккара суррогат эрех сутнине асăрхарăмăр. Республика Пуçлăхĕ тавара курттăммăн вырнаçтаракан суту-илÿ организацийĕсен ертÿçисемпе тĕл пулни те пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Шурă эрехе тырăран хатĕрлеççĕ, тути аван. Апла пулсан та пахалăхне лайăхлатса пырассишĕн малашне те тăрăшмалла, ассортиментне анлăлатмалла. Ютран килекеннисемпе вăл конкуренцире тивĕçлĕ вырăн йышăнма, çĕнтерме пултартăр.

Министр çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа чи йÿнĕ 0,5 литр шурă эрех 220 тенкĕ пуласса пĕлтерчĕ. Ку таранччен вăл 199 тенкĕпе сутăннă.

Етĕрнери спирт заводне хута ярас тĕллевпе пурлăхне харпăрлăха куçарасси пирки калаçусем малалла пыраççĕ. Вăл çулталăк вĕçлениччен производствăна ĕçлеттерме тытăнмалла. Вара республикăра алкогольлĕ продукци калăпăшĕ ÿсĕ. Паллах, Чăваш Ен тулашĕнчен килекенни те пулатех ĕнтĕ. Саккунлă та паха çеç пултăр вăл. Унăн хакĕ вара халĕчченхи пек йÿнĕ мар, хамăрăннипе танах пулĕ. Халăх ун чухне хăшне туянмаллине хăех суйласа илĕ.

Владимир Аврелькин Шупашкарти трактор тăвакансен завочĕ çывăхĕнче индустри паркне туни, ун валли инженери инфратытăмне хывас ĕç епле пыни çинчен те каларĕ.

Валентин ГРИГОРЬЕВ

Рубрика: 
Теги: