Хамăрăн продукципе усă курнине ырланă

2 Нарăс, 2017

Çÿп-çап вырăнне – ешерекен лапам

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата федераци ведомствисен территори тытăмĕсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура Шупашкарти йăлари хытă каяшсен санкциленĕ çÿп-çап вырăнне рекультивацилессине мĕнле хатĕрленнине те пăхса тухнă.

ЧР çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕ Александр Коршунов каланă тăрăх, рекультивацие икĕ тапхăрпа ирттермелле. Малтанхинче çÿп-çап вырăнне хытарма, унта пулăхлă тăпра сарма палăртаççĕ. Биологи тапхăрĕ 2018 çулта пуçланса тăватă çула тăсăлмалла. Вăл вăхăтра унта нумай çул ÿсекен курăк акмалла. Кăçал рекультиваци валли — 122,5 миллион, 2018 çулта 267,9 миллион тенкĕ уйăрмалла. «Ку проекта пурнăçа кĕртни тăван тавралăха кÿрекен сиенлĕ витĕме чакарать, 30 ытла гектар çĕре пусă çаврăнăшне тавăрма пулăшать», — тенĕ министр.

Регионсен хушшинчи чемпион

Иртнĕ эрнере Шупашкарта Раç­çей Промминĕн координаци канашĕн ларăвĕ иртнĕ. Унта РФ промышленноç министрĕ Денис Мантуров, РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич тата регионсенчи сумлă хăнасем çитнĕ. Вĕсене республика ертÿçи Михаил Игнатьев кĕтсе илнĕ.

Канаш ларăвне пухăннисем Шупашкарти «Чăвашторгтехника», «ЧЭАЗ», «АБС ЗЭИМ Автоматизация», «ЭКРА», «Яхтинг», «АККОНД», «Хĕвел», «Вырăс çилĕ» предприятисене тата ытти вырăна çитсе курнă /сăнÿкерчĕкре/. «Чăвашторгтехника» оборудованийĕпе паян республикăри чылай социаллă объектра, çав шутра шкулсемпе ача сачĕсенче те, усă кураççĕ. Республика ертÿçи Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх, предприятин продукцийĕ чикĕ леш енне те ăсанать. РФ промышленноç министрĕ вара «Чăвашторгтехника» продукцие хатĕрлес çĕрте хамăр çĕршывра туса кăларакан продукципе усă курнине лайăх тесе палăртнă.

Координаци канашĕн ларăвĕнче тухса калаçнă Денис Мантуров РФ Правительстви промышленноçа пулăшма уйăракан укçа виçине кăçал та унчченхиллех пăхса хăварассине пĕлтернĕ. Мускавран килнĕ министр Чăваш Ене ырăпа асăннине палăртма кăмăллă. Денис Мантуров каланă тăрăх, тĕрлĕ тăрăхра Промышленноç аталанăвĕн фондне йĕркеленĕ май «регионсен хушшинче чемпион та» çуралнă: Чăваш Ен Промышленноç аталанăвĕн фондне 1,5 миллиард тенкĕ хывма йышăннă. Паянхи кун пирĕн регионти предприятисем хăйсен продукцине 86 çĕршыва ăсатаççĕ. Республикăна ют çĕршыв инвесторĕсене илĕртме тăрăшнине пĕлтернĕ май Михаил Игнатьев: «Пирĕн пĕр яппун пур ĕнтĕ, халĕ тепри тĕпленесшĕн», – тенĕ. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.