- Чăвашла верси
- Русская версия
«Халĕ куккук та яла килсе авăтать»
«Саша, тăр-ха, сăвă çыртăм», — ир-ирех вăратнă ашшĕ Александр Степанова. Ывăлĕн куçĕ уçăлнă-уçăлман вăл тин «пиçнĕ» сăвва янăраттарса вуланă. Пăртта Иванĕ сăвăсемпе юптарусен йĕркисене тĕлĕкре курсан çĕрлесерен тăрса вĕсене шурă хут çине çырнă, кайран хаçат-журналта пичетленĕ. Почтальонка ăна гонорар тыттарсан ял халăхĕ ăмсанса та тĕлĕнсе калаçнă: «О! Ваньккăна укçа килсех параççĕ». Александр Степанова çырас ăсталăх ашшĕнчен куçнă ахăртнех. Çывăх çыннин псевдонимне манăçа кăларман вăл — пĕрремĕш пьесине те Александр Пăртта ятпа çырнă. Ку хушма ята сивлекен те тупăннă. «Константин Иванов йăхĕнчен илнĕскер вăл», — калаçнă хăшĕ-пĕри. Анчах Степановсен йăхĕнче те Пăртта ятлă çын пулнă. Вăл çар тивĕçне 25 çул пурнăçланă, тăван тăрăхне тĕрĕс-тĕкел таврăнсан çемье çавăрнă. Малалла вулас...
Комментари хушас