Халăх пуçарулăхĕ кирлĕ

23 Çурла, 2014

Тĕрлĕ ÿсĕмри çынсен сывлăхне çирĕплетме влаç тытăмĕнче тăрăшакансен тата мĕн тумалла? Кулленхи пурнăçа мĕнле çĕнĕлĕх кĕртмелле? Республика Пуçлăхĕн «Чăваш Енре тĕпленнисен сывлăхне çирĕплетме тата пурнăç шайне ÿстерме хушма мерăсем йышăнасси çинчен» хушăвĕ пурнăçланма пуçланă та ĕнтĕ. Влаç тытăмĕнче ĕçлекенсем шăпах çак ыйтусене татса парĕç. Чăнах, укçа хывма пулать. Çапах çынсен хăйсен те пуçаруллă пулмалла, сывă пурнăç йĕркине сарма тата пăхăнма тăрăшмалла.

Республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсемпе йĕркеленĕ брифингра çак мероприяти тĕллевĕ тавра калаçу йĕркелерĕç. ЧР сывлăх сыхлав министрĕн çумĕ Татьяна Богданова пурнăç условийĕсем, çул пахалăхĕ, апат-çимĕç тата ытти те халăх сывлăхне витĕм кÿни çинче чарăнса тăчĕ. Çавна май республикăри муниципалитет тытăмĕсен хăйсен тăрăхне хак памалла. Халăха мĕнпе тивĕçтермеллине сĕнмелле. Çакă аталану çул-йĕрне палăртма пулăшĕ. Ахальтен мар Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлав организацийĕ çак ыйтăва культура, вĕренÿ, экологи, çурт-йĕр çĕклекен тытăмсемпе пĕрле пăхса тухма сĕнет. Татьяна Геннадьевна халăхăн шухăшне тĕпе хумаллине палăртса каларĕ.

ЧР сывлăх сыхлав министерствин штатра тăман тĕп специалисчĕ Елена Наумова тĕрлĕ инфекцие çĕнтерме пултарни тавра сăмах пуçарчĕ. Анчах чирлисенчен 70 проценчĕ вируспа çыхăнман амакпа /сахар диабечĕпе, чĕрепе юн тымарĕсен, ÿпке, апат хуранĕн чирĕсемпе/ нушаланать. Çĕнĕ хушупа килĕшÿллĕн вĕсене те сывă пурнăç йĕркине пăхăнмашкăн условисем туса памалла.

Елена Наумова çавнашкалах 7 уйăхри диспансеризаци кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Хальлĕхе халăхăн 67 проценчĕ тĕрĕслев витĕр тухнă. Вĕсенчен 28 проценчĕ - сывă. Çак йышăн 19 проценчĕ - сывлăх кăтартăвĕсем тăрăх иккĕмĕш ушкăнрисем. Пĕтĕмĕшле илсен тĕрĕс мар апатланакансем, туртакансем, эрехпе ашкăнакансем хăйсен сывлăхне хаклама пĕлменни куç кĕрет. Ыттисем - шала кайнă чирсемпе аптăракансем.

Шупашкар хула администрацийĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Галина Васильева пирĕн тăрăх Пĕтĕм тĕнчери «Сывă хуласем» проекта хутшăнма пуçланăранпа 10 çул çитнине палăртрĕ. Çакă тавралăха хăтлăлатма, сусăрсене тивĕçлĕ условисем туса пама пулăшнине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ. Кăçалхи çĕнĕлĕхсене те халăх хак парĕ.

ЧР информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕн çумĕ Любовь Шемарина ку ĕçе журналистсем те хастар хутшăнассине каларĕ, халăхăн шухăш-кăмăлĕпе кăсăкланмаллине палăртрĕ.

Марина ТУМАЛАНОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.