Халăх микроçыравĕ

3 Çурла, 2015

2015 çулхи октябрь уйăхĕн 1-31-мĕшĕсенче Раççей Федерацийĕн мĕнпур субъектĕнче, çав шутра Чăваш Республикинче те, федерацин суйласа илнĕ статистика сăнавĕ - халăхăн микроçыравĕ иртет.

Асăннă мероприяти халăхăн черетлĕ çыравĕччен çĕршывра пурăнакансен хальхи лару-тăрăвĕ тĕлĕшпе социаллă-демографин уйрăмах пĕлтерĕшлĕ кăтартăвĕсене пухма май парать. Çынсене ятран хÿтĕлемелли, сывлăх сыхлавĕпе вĕрентÿри пулăшу пахалăхне ÿстермелли мерăсене туса хатĕрленĕ чухне вĕсемпе усă курĕç.

Микроçыравăн суйласа илнĕ единицисене Пĕтĕм Раççей халăхĕн 2010 çулхи çыравĕн пĕтĕмлетĕвĕсене тĕпе хурса йĕркеленĕ, вĕсене шутлав участокĕсем тăрăх палăртнă. Унта кĕрекен вырăнта тĕпленсе пурăнакан çынсем пурте сăнава лекеççĕ.

Çак тĕллевпе пирĕн республикăра 60 участок /хулара - 34, ялта - 26/ уçăлать. Вĕсенче 24 пине яхăн çынна е халăхăн 1,9 процентне тишкереççĕ.

Кампани республикăри мĕнпур хула-районта иртет, кашнинче суйласа илнĕ 1-3 шутлав участокĕ пулать /Шупашкарта - 16, Çĕнĕ Шупашкарта - 6/. Вĕсене 9 хулапа 38 ялта вырнаçтараççĕ.

Халăха шута илме тытăннă самант 2015 çулхи октябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнче 0 сехетре пуçланать. Ытти чухнехи пекех çынсенчен вĕсем ялан пурăннă вырăнта ыйтса пĕлеççĕ. Çакă регистрацие тăнă адреспа пĕр килмесен те пултарать.

Халăх пирки кăтартусене ятарласа вĕрентнĕ çынсем 2015 çулхи октябрĕн 3-31-мĕшĕсенче пухаççĕ, 29 кунра çыравçă хăйĕн участокĕнчи списока кĕртнĕ пурăнмалли çуртсенчен /маршрут лисчĕ/ кашнине кĕрсе тухать. Ăна ятарлă удостоверени параççĕ. Асăннă документ паспортпа пĕрле кăтартсан кăна вăйра тăрать. Унсăр пуçне çыравçăн кăвак тĕслĕ портфель, çутăна каялла яракан тата "Росстат" тесе палăртнă браслет пулать. Ыйтса пĕлекен чăннипех Чăвашстатран янă представитель пулнине 39-78-90 номерпе шăнкăравласа уçăмлатма май килет.

Мероприятин тĕллевĕсенчен пĕри - Пĕтĕм Раççей халăхĕн черетлĕ çыравĕ вăхăтĕнче кил хуçалăхĕсем тата вĕсен членĕсем пирки кăтартусем пухнă чухне усă курма палăртнă çĕнĕ меслетсене тĕрĕслесе пăхасси. Çыравçăсем ыйтăма планшетлă компьютерсем пулăшнипе ирттереççĕ, кăтартусене электронлă ыйтăм хутне кĕртеççĕ. Сăмах май, унта хуравлаканăн ячĕ-шывне палăртман.

Ыйтăм хучĕсене Росстатăн 2014 çулхи 267-мĕш хушăвĕпе çирĕплетнĕ: "Хуплашка" /пĕр çуртра пурăнакансем валли/ тата "Л" формăсем. Вĕсен тĕслĕхĕсене Чăвашстат сайтĕнче - chvash.gks.ru - "Халăх микроçыравĕ" рубрикăпа вырнаçтарнă.

ХМÇ-2015 программине тĕрлĕ темăпа 28 ыйту кĕртнĕ. Çĕр лаптăкĕ, арлăх, ÿсĕм, мăшăрланура тăни, вĕренÿ шайĕ, кил хуçалăхĕн тытăмĕ, пурнăçа тытса пымалли тупăш çăлкуçĕ, экономикăри пуçарулăх, çав вырăнта мĕн чухлĕ пурăнни, хăш наци çынни пулни, гражданлăх, ют чĕлхесене пĕлни çинчен ыйтнисĕр пуçне йыш хушас тĕллевпе тата çакна пурнăçа кĕртме май паракан условипе, ĕçлес пултарулăха чăрмав кÿрекен чир-чĕр пурри-çуккипе тата пулăшу кирлĕлĕхĕпе, инвалидлăх ушкăнĕ панипе интересленеççĕ.

Пысăк масштаблă çыравран уйрăлса тăраканни те пур, унта Раççей гражданлăхне илнин историйĕпе, чăннипе ăçта пурăннипе тата саккунпа килĕшÿллĕн регистрацие тăнă вырăнпа, ют чĕлхесем пĕлнипе тата вĕсемпе кулленхи пурнăçра усă курнипе çыхăннă ыйтусене хуравлама тивет.

Çавăн пекех килхуçалăх членĕсем унта чылай вăхăт пулманни, çакăн сăлтавĕпе тăсăмĕ, вĕсен социаллă тата демографи сăнлавĕ, ыттисемпе тăванлăхра тата çемье хутшăнăвĕсенче тăни пирки те информаци пухаççĕ.

Планшетлă компьютер программине пĕр ыйтуран теприне шухăша татмасăр куçмалла майлаштарнă. Тĕслĕхрен, аслă ăру çыннисем йыш хушассипе çыхăннине хуравламаççĕ, вăраха кайнă чир çуккисемпе кулленхи пурнăçра пулăшу кирлĕлĕхĕ пирки сăмах пуçармаççĕ тата ытти те.

Информацие ыйтăм хутне хуравлакан сăмахĕ тăрăх кăна кĕртеççĕ, вăл чăнлăхпа пĕр килнине тĕрĕслемеççĕ тата ăна никама та пĕлтермеççĕ: налук, пурăнмалли çурт-йĕр тата патшалăхăн ытти органне çитермеççĕ. Вĕсемпе пĕтĕмлетÿллĕ кăтартусем тумашкăн кăна усă кураççĕ.

Микроçырав пĕтĕмлетĕвĕсем Раççей Федерацийĕпе пĕтĕмĕшле, РФ субъекчĕсемпе хула тата ял халăхне уйрăммăн кăтартса хатĕрлеççĕ. Унăн программи çырав хутне кĕртнĕ ыйтусене пурне те шута илекен 11 пайран тăрать.

Пĕтĕмлетĕве официаллă йĕркепе 2016 çулхи тăваттăмĕш кварталта - 2017 çулта пичетлеççĕ.

Республикăра пурăнакансем Пĕтĕм Раççей халăхĕн 2010 çулхи çыравне ирттерекенсене лайăх кĕтсе илнĕччĕ, ку хутĕнче те çапла пуласси иккĕлентермест.

Тĕпчеве микроçырав тесе хакласан та унăн кăтартăвĕсем республикăн тата çĕршывăн социаллă пурнăçĕпе экономикине ăнăçлă аталантармашкăн уйрăмах кирлĕ.

Валентина ИЛЬИНА