Бизнес-пĕрлĕхшĕн те усăллă

29 Кăрлач, 2016

Иртнĕ çулхи раштав уйăхĕн вĕçĕнче Предпринимательлĕх тата суту-илÿпе промышленноç палатин пулăшăвĕсен департаменчĕн директорĕн çумĕ Наталья Коваленко пĕчĕк тата вăтам бизнесăн федерацин талккăшĕпех ирттерекен сăнавне /çыравне/ халалласа «Интерфакс» агентство ирттернĕ пресс-конференцие хутшăннă. Асăннă мероприяти 2016 çулхи пĕрремĕш кварталта иртет, вăл 5 млн организаципе уйрăм предпринимателе пырса тивет. Наталья Коваленко РФ Суту-илÿпе промышленноç палати пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх суб<екчĕсене 2016 çулхи статистика сăнавĕ пирки тулли информаципе тивĕçтернине пĕлтернĕ.

Чăваш Республикинче бизнес-çырав тапхăрĕнче пĕчĕк тата пысăк 18 пине яхăн предприятие тата 32 пин ытла уйрăм предпринимателе тĕпчемелле.

«Пĕтĕмĕшле статистика сăнавĕн пĕтĕмлетĕвĕсем пирĕншĕн пĕлтерĕшлĕ, çавна май ăна хатĕрленсе ирттермешкĕн май килнĕ таран пулăшатпăр, - тет республикăри Суту-илÿпе промышленноç палатин президенчĕ Игорь Кустарин. - Бизнес-çырав тĕллевĕсем çинчен ăнлантармалли кампание палатăн информацин мĕнпур ресурсне хута янă. Унăн официаллă сайтĕнче уçнă тематика баннерĕнче пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх суб<ектне кирлĕ хыпарлава вырнаçтарнă. Унсăр пуçне Суту-илÿ палати тăтăшах ирттерекен мероприятисенче - тĕлпулусенче, семинарсенче, канашлусенче, «çавра сĕтелти» калаçусенче /сăмах май, нарăс уйăхĕнче пухаканнине Чăвашстат ертÿлĕхĕ хутшăнасса кĕтеççĕ/ статистика сăнавне бизнес-пĕрлĕхĕн хутшăнмаллине, хăйсен финанспа хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă тĕрĕс кăтартусем памаллине аса илтеретпĕр. Статистикăн пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕпчев пĕтĕмлетĕвĕсем регионти бизнес хăватне уçăмлатаççĕ: предпринимательлĕх паян экономикăн хăш секторĕнче ытларах тăрăшать, ăçта унăн витĕмĕ сисĕнмест, хăш преференцире патшалăх хÿтлĕхне кĕтет тата ытти те. Статистика тĕпчевĕ ирттернин усси икĕ еншĕн те - бизнес-пĕрлĕхшĕн те, патшалăхшăн та - усăллă пуласси иккĕлентермест».

Валентина СМИРНОВА

Рубрика: