ГТО палли абитуриентсене çăмăллăх парать
19 Apr, 2017 | Хыпар | Çамрăксем | ГТО

2014 çулта РФ Президенчĕ Пĕтĕм Раççейри «Ĕçлеме тата хÿтĕленме хатĕр» физкультурăпа спорт комплексне чĕртсе тăратмалли çинчен указ кăларчĕ. ГТО комплексĕ виçĕ тапхăрпа пурнăçа кĕрсе пырать. Пĕрремĕшĕ 2014 çулта сăнав шайĕнче иртрĕ. Ку енĕпе 12 регионти çак йыша Чăваш Ен те кĕчĕ аслă классенче вĕренекен çамрăксем пуçарулăх кăтартрĕç. 2015 çулта вăтам шкулсенче пĕлÿ илекенсене пурне те явăçтарчĕç. Çак тапхăрта ГТОн электронлă базине тата Интернет портала www.gto.ru хута ячĕç, судьясемпе секретарьсене хатĕрлеме пуçларĕç, тест ирттермелли центрсем йĕркелерĕç. 2016 çулта ГТО юхăмĕ аслă шкулсенче анлă сарăлчĕ. Кăçалтан нормативсене çитĕннисем унта 70 çултан аслăраххисем те кĕреççĕ пурнăçлама тытăнчĕç.

Пĕрремĕшсем

Чăваш Енре Пĕтĕм Раççейри комплекса ĕçе кĕртесси 2014 çулхи юпа уйăхĕнче пуçланчĕ. Ун чухне Шупашкарти «Труд», «Энергия» стадионсенче тата залив хĕрринче ГТО фестивалĕ иртрĕ. «Раççей — спорт çĕршывĕ» форума халалласа йĕркеленĕ мероприятие 70 пин çын хутшăннăччĕ. Шкул ачисемпе студентсем, тĕрлĕ предприяти-организаци тата патшалăх ведомствисен ĕçченĕсем 100 метрлă дистанцие чупас, тăршшĕне сикес, турникран уртăнас тата ытти енпе хăйсен вăйне тĕрĕслерĕç.

ГТО комплексне аталантарассипе çыхăннă ыйтусене форум вăхăтĕнчи конференцире хускатрĕç. Ун чухне РФ спорт министрĕ совет саманинче ГТО нормисене пурнăçласси ырă йăласенчен пĕри пулнине, пысăк çитĕнÿсен спортне аталантарнă вăхăтра массăллă спорт çинчен манмалла марри çинчен аса илтернĕччĕ. «ГТО ачасемпе çамрăксене спорта явăçтарма май парĕ, çĕнтерÿ патне ăнтăлма хавхалантарĕ», — тенĕччĕ ведомство ертÿçи.

2015 çулхи çурла уйăхĕнче Белгород хулинче ГТО енĕпе Пĕтĕм Раççейри фестиваль пĕрремĕш хут йĕркеленчĕ. Унта 75 регионти 11-15 çулсенчи 567 яшпа хĕр хутшăннă. Çамрăксем 60, 1500 метрлă дистанцисенче, гимнастика, перес тата ишес енĕпе вăй виçнĕ. Фестиваль пĕтĕмлетĕвĕпе 350 çын ятарлă палла тивĕçнĕ. Çак йышра чăваш ачисем те пур. Çĕмĕрле районĕнчи Александр Артюшкинпа Евгения Кулешова, Пăрачкаври Кристина Тряховăпа Олег Волков, Канаш хулинчи Дарья Федоровăпа Дмитрий Рудык унтан ылтăн паллăпа таврăнчĕç. Малалла вулас...

Андрей МИХАЙЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.