Форум: культура сферинче пуçаруллă çамрăксем кирлĕ

13 Раштав, 2018

22 çулти Семен Ахмедов Шупашкарти 2-мĕш музыка шкулĕнче виçĕ уйăх ĕçлет. Вăл кăçал И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн музыка уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă.

Çамрăк специалист 12-15 çулсенчи ачасене музыка тата сасă аппаратурисемпе ĕçлеме, кĕвĕ хайлама тата ыттине вĕрентет. «Манăн шухăшпа, çĕнĕ технологисен саманинче тĕрлĕ хатĕрпе ĕçлеме пĕлни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Ман вĕренекенсем монтаж тăвас, кĕвве илемлетес, музыка инструменчĕсен хăватне вăйлатас, аранжировка тăвас ăсталăха майĕпен алла илсе пыраççĕ», — терĕ каччă. Университетра çырнă программăпа ĕçлекенскер хăйĕн проектне анлăлатасшăн, çав тĕллевпе вăл республикăри культурăпа ÿнер сферинче тăрăшакан çамрăксен форумне хутшăнчĕ. Унта çамрăк специалистсене проектсем çырма, вĕсемпе ĕçлеме, вĕсене аталантарма вĕрентрĕç.

Форум ĕнер Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен иститутĕнче иртрĕ. Унта районсемпе хуласенчи культура çурчĕсенче, ÿнер шкулĕсенче тата ытти учрежденире тăрăшакан çамрăк çынсем пухăнчĕç. Форума ЧР культура министрĕ Константин Яковлев, Чăваш Енри халăхсен ассамблейин председателĕ Лев Кураков хутшăнчĕç.

«Республикăра культурăна аталантарас тĕлĕшпе сахал мар ĕç тăваççĕ. Культура çурчĕсем çĕкленеççĕ, кинотеатрсем уçăлаççĕ, культура учрежденийĕсен пурлăхпа технка бази пуянланса пырать, ялти клубсене юсаса çĕнетеççĕ… Вĕсенче çĕнĕ мелсемпе усă курса ĕçлеме пултаракан хастар та пуçаруллă çамрăксем кирлĕ. Паянхи кун культура учрежденийĕсенче ĕçлемешкĕн лайăх услови туса панă. Шалăва майĕпен ÿстерсе пыратпăр», — терĕ Константин Геннадьевич.

Форум вăхăтĕнче тĕрлĕ лапам ĕçлерĕ. Вĕсенче çамрăксене ĕçре куллен кирлĕ ыйтусене сÿтсе яврĕç. Çынсем умне тухнă чух хăвна мĕнле тытасси, куракансене епле илĕртесси, культура сферинчи таварсемпе пулăшусене халăх хушшинче сарасси, проектсене пурнăçа кĕрмешкĕн партнерсемпе укçа-тенкĕ тупасси тата ытти пирки калаçрĕç. Çавăн пекех Мускавран килнĕ экспертсемпе тĕл пулса калаçрĕç.

Игорь КРЫМСКИЙ, çамрăксемпе ĕçлекен федераци агентствин эксперчĕ:

Хальхи вăхăтра культура тытăмĕнче ĕçлекенсен профессийĕ питĕ сумлă пулса тăчĕ. Тĕрлĕ уявпа мероприятисем, шоу-программăсем ирттерес йăла анлă сарăлчĕ. Вĕсене пурнăçа кĕртмешкĕн тĕрлĕ фондпа общество организацийĕсем паракан грантсем нумай пулăшаççĕ. Проектсем уйрăм çынсен ĕмĕчĕсене пурнăçлама май параççĕ, çав вăхăтрах вĕсем культурăпа искусствăна аталантармалли чи шанчăклă мелсенчен пĕри шутланать. Культурăн пуласлăхĕ çамрăксен пуçĕнче çуралакан ĕмĕт-шухăшран нумай килет.

www.hypar.ru

Андрей МИХАЙЛОВ.

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас