«Эсĕ професси суйлатăн»

13 Чÿк, 2015

Профориентатор-волонтерсен 2015 çулхи акцийĕн пĕтĕмлетĕвĕсем

Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби ЧР Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен, ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн, ЧР Вĕренÿ тата çамрăксен политикин, ЧР Ял хуçалăх, ЧР Строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх, ЧР Экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министерствисемпе тунă Килĕшÿсем тăрăх республикăри район-хулара кăçалхи юпа уйăхĕн 19-20-мĕшĕсенче профориентатор-волонтерсен «Эсĕ професси суйлатăн» акцийĕ иртрĕ.

Унăн тĕллевĕ - пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕренÿ организацийĕсенче ăс пухакансене республикăри ĕç рынокĕ ыйтакан профессисене суйласа илме пулăшасси, рабочи профессийĕсем тата инженерипе техника специальноçĕсем пирки пĕлтересси, професси ориентацийĕн тытăмĕнче волонтерсен юхăмне аталантарасси.

Республикăри акцин мероприятийĕсем район-хулара пуринче те иртрĕç. Вĕсене 3724 профориентатор-волонтер хутшăнчĕ: професси пĕлĕвĕ паракан вĕренÿ организацийĕсен 318 студенчĕ, библиотекăсен 311 ĕçченĕ, ял хуçалăх предприятийĕсен тата хресченпе фермер хуçалăхĕсен 142 специалисчĕ, кадрсен пайĕсен тата инженерипе техника тытăмĕн 144 специалисчĕ, квалификациллĕ рабочисемпе производство сферин ветеранĕсем - 143, строительство комплексĕн 31 специалисчĕ тата ветеранĕ, професси пĕлĕвĕ паракан вĕренÿ организацийĕсен 225 представителĕ, 62 предприниматель, 8 журналист, медицинăн 8 ĕçченĕ. Уйрăмах пысăк йыш - педагогсем, психологсем, социаллă педагогсем тата шкул директорĕсен воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕсем - 1428 çын. Акци вăхăтĕнче кĕçĕн классенче пĕлÿ илекенсен хушшинче профориентаци занятийĕсем ирттерме 925 шкул ачине «рольсене ылмаштарнин» мелĕпе вĕрентсе хатĕрленĕ. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.