«Ертÿçĕсем ачасен чĕлхине ăнланчĕç»

12 Ака, 2018

Конкурс — пысăк та йывăр тĕрĕслев. «Чăваш Ен чиперкки-2018» тупăшăва хутшăннисем çакна аван пĕлеççĕ. Нарăс уйăхĕн пуçламăшĕнче ЮТВ телеканал «Чăваш Ен пики-2018» тата «Чăваш Ен чиперкки-2018» илем конкурсĕ йĕркелерĕ. Республикăри чи хитре хĕрсемпе хĕр ачасем икĕ уйăха яхăн тупăшнă.

Конкурс - пĕрре хут

Данила Ленскипе Ольга Семенова конкурс ертÿçисем пĕчĕкренех сцена çине тухма тапаланакан хĕр ачасен кăмăлне тупма пултарнă. Вĕсене тĕрлĕ сĕнÿпе пулăшса пынă. Ачасен ашшĕ-амăшĕпе хутшăннă.
Кĕçĕннисен хушшинче конкурса хутшăнма кăмăл тунă 7-12 çулсенчи 63 хĕр ача сцена çинче хăйсене тытма, камера умĕнче ÿкерĕнме пĕлнине, пултарулăхне, анлă тавра курăмне, илемне кăтартнă. Кастингра жюри членĕсене талантлă чиперккесенчен чи маттуррисене суйласа илме çăмăл пулман. Кашниех капăр та хастар-çке. 17 хĕр ача вара çирĕп кăмăлĕпе, харсăрлăхĕпе палăрнă.
Репетицисенче çамрăк миссене Мария Самделова модельпе Любовь Асташина ташă лартакан вĕрентнĕ. Хатĕрленÿ кашни кун пулнипе аякри районти ачасем хутшăнайман. Уншăн Данила Ленский шоумен пăшăрханса калаçрĕ.
— Талантсем ялсенче те пурри пирки иккĕленместĕп. Анчах репетицисене çÿреме май çук-çке вĕсен. Шкула та каймалла. Кăçал ку конкурса пĕрремĕш хут йĕркелерĕмĕр. Çитес çул çак тупăшăва анлăрах ирттерме палăртрăмăр, — шухăш-кăмăлĕпе паллаштарчĕ самана таппипе тан утакан ертÿçĕ.

Кашниех номинациллĕ

Конкурс темиçе этаппа — «Мисс сăн ÿкерчĕк», «Мисс диско», «Мисс интеллект», «Мисс талант»… — иртнĕ. Хĕр ачасем виолончельпа каланă, ташланă, сăвă вуланă. Çамрăк чиперккесене пĕрне те кÿрентермен, кашниех номинациллĕ пулнă: «Мисс кулă», «Мисс туслăх», «Мисс сăпайлăх»…
Пушăн 24-мĕшĕнче Я.Ухсай ячĕллĕ культура керменĕнче иртнĕ финал ачасемшĕн уява çаврăннă. «Чăваш Ен чиперкки—2018» тинех паллă пулнă-çке. Жюри членĕсем пултаруллисене тăватă хĕр ачана асăннă. 2-мĕш вице «Чăваш Ен чиперкки-2018» — Ксения Николаева, 3-мĕш — Вероника Карпова, 4-мĕш — Олеся Молодцова. 1-мĕш вице мисс — «Чăваш Ен чиперкки-2018» — ята вара Виктория Денисова çĕнсе илнĕ. «Куракансем кăмăлланă мисс» Олеся Молодцова пулса тăнă. Ăна куракан сасăласа хапăл тунă.

Акăш пек ярăнса тухнă

Репетицисен вăхăтĕнче хĕр ачасемпе аслисем ăсталăх класĕсем ирттернĕ. Чиперккесен сцена çине чăваш тумтирĕпе, уяв кĕпипе тухмалла пулнă. Ертÿçĕсем каласа кăтартнă тăрăх, çамрăкскерсем кастинга килсенех хăйсене хăюсăр тытнă, пур таланта кăтартма вăтаннă. Репетици вăхăтĕнче улшăннă вĕсем. Вăтанчăклăха çĕнтерме вĕренсе конкурсçăсем финалта сцена çине акăш пек ярăнса тухнă. Илемлĕхпе сăпайлăх зала савăнăç, ырă кăмăл кÿнĕ.

Сăпайлăхпа хăюлăх çыхăнтăр

Конкурса йĕркелесси мĕнле çуралнă-ха Данилăн?
— Раççейре кун пек конкурссем ирттереççĕ. Эпир, чăвашсем, мĕнрен кая? Хĕр ачан çитĕннĕ май хăйĕн илемлĕхне кăтартма пĕлмелле. Кĕлеткене тÿрĕ те илемлĕ тытма хăнăхмалла. Паянхи кун сăпайлăх та хăюлăхпа çыхăнмалла. Ашшĕ-амăшĕ те тĕпренчĕкĕсемшĕн чылай тăрăшрĕ. Тумтирсем хатĕрлерĕ, репетицисенче пĕрле пулчĕ. Аслисен ачасен талантне вăхăтра курса çул уçмалла тесе шухăшлатăп, — каласа кăтартрĕ Данила Ленский. — Конкурса модель бизнесĕн юхăмĕпе пĕчĕкренех паллаштарас, çыхăнтарас тĕллевпе йĕркелерĕмĕр.

Мĕн чухлĕ ырă туйăм!

«Чăваш Ен чиперкки-2018» çĕнтерÿçин Виктория Денисовăн шухăш-кăмăлĕ савăнтарчĕ:
— Конкурсра çĕнтерни маншăн кĕтменлĕх пулчĕ. Хутшăннăшăн питĕ хĕпĕртетĕп. Ырă шухăш çуратакан нумай хĕр ачапа паллашни савăнтарать. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.