"Ералаш" юратакансем те парнеллĕ пулчĕç

1 Çĕртме, 2019

Борис Грачевский Трактор тăвакансен культура керменĕнчи тĕлпулăва ачасене "Ералаш" киножурналти асра юлнă ĕç-пуçа аса илме ыйтнинчен пуçларĕ. Алă çĕклекенсем йышлă пулчĕç. Борис Юрьевич кăсăклă истори каласа кăтартакансене парнепе хавхалантарчĕ. Кашни эрнере çĕнĕ "Ералаш" ÿкернине каларĕ. Хăш-пĕр серие 15 миллион çын таран курнине палăртрĕ.

Республикăри ачасем те çак ĕçе хутшăнма пултараççĕ. Ахальтен мар кастингра хăйсен пултарулăхне тĕрĕслеме кăмăл тунисем йышлă пулчĕç.
Паян "Ералаш" киножурналăн çĕнĕ кăларăмĕсене темиçе ăстрăмпа кăтартрĕç. Кашнинчех зал тулли пулчĕ.

www.hypar.ru

Марина ТУМАЛАНОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: 

Комментари хушас