Ĕмĕрте пĕрре килекен уяв

30 Кăрлач, 2018

Паян К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче — çĕр çулта пĕрре килекен уяв. Шăпах 100 çул каялла Хусанти хĕрсен медицина институчĕн çуртĕнче И.С.Максимов-Кошкинский ертсе пынипе пĕрремĕш хут чăвашла спектакль кăтартнă.

Пĕрремĕшĕсене — çул уçакансене — яланах йывăр. Вĕсене асра тытасси — пирĕн тивĕç. Çапла тăватпăр та. ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2016 çул вĕçĕнче чăвашсен пĕрремĕш профессионал театрне йĕркелесе янăранпа 100 çул çитнине паллă твасси пирки Указ кăларнăччĕ. Акă çав самант çитсе тăчĕ те. Паян халăх юратакан театр çак пулăма савăнăçлă лару-тăрура паллă тăвать. Уява Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ.

Михаил Васильевич Чăваш театрĕ чăннипех халăх юратакан театр пулса тăнине, актерсен сцена çинчи сăнарĕсем куракана тыткăнланине, пурăнма вĕрентнине, эпир, паян пурăнакансем, пĕрремĕшĕсем умĕнче пуçăмăра тайнине палăртрĕ.

Михаил Васильевич çавăн пекех театр ĕçĕнче палăрнисене патшалăх наградисемпе чысларĕ. Театр искусствинчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата пултарулăхри тухăçлă ĕç-хĕлшĕн К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕсем Ирина Верьялова, Николай Котеев, Галина Кузнецова тата Александр Яковлев «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ» хисеплĕ ята тивĕçрĕç.

Артистсене саламлакансем татах пулчĕç. Вĕсем чăваш театрĕ утса тухнă тумхахлă та пархатарлă çула тишкерчĕç, сцена ăстисене пултарулăхĕпе хăюлăхĕшĕн тав турĕç, ăнăçу сунчĕç.

Вера КУЗЬМИНА, СССР халăх артистки:

— Театра килнĕренпе 70 çул çитрĕ. Çĕр ытла роль тăван сцена çинче. Хамăн юратнă коллектив умĕнче пуç таятăп. Мана çул çине тухма пулăшакансем нумайăн пулнă. Театрта режиссерсем пулăшни, вĕсем мана шанни темрен паха.

Константин Иванов, Леонид Родионов, Валерий Яковлев режиссерсене тавтапуçах. Пĕрле ĕçленĕшĕн, тертленнĕшĕн, хавхалантарнăшăн, савăннăшăн, пуриншĕн те.

Юрий ВЛАДИМИРОВ, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш академи драма театрĕн директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ:

Театр — кăткăс механизм, производствăпа пултарулăх синтезĕ. Артистсем сцена çине тухса выляччĕр тесен малтан ăна хатĕрлемелле. Çак ĕç йывăр та, интереслĕ те. Хама эпĕ театр çынниех пулĕ тетĕп. Килсенех мана çапла каланăччĕ: «Енчен те эсĕ театр çынни тĕк — ĕçлесе кайăн, çук пулсан — çулталăк та тытăнса тăраймăн». Пăрахса каймарăм. 1992 çултанпа çакăнта. Апла — театр çынниех.

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас