Эмел курăкĕ пухса асамçă евĕр туяççĕ

17 Çурла, 2017

Фитотерапи курăкпа сипленни çынна мĕн тери пысăк усă пани çинчен хаçат-журналта чылай çыраççĕ, тухтăрсем те хăш чухне эмелпе айкашиччен пĕр-пĕр курăк чейĕ ĕçме сĕнеççĕ. Хăш-пĕр тĕслĕхе кăна асăнам: салтак тÿми шăнса пăсăлнинчен сыватать, сар çип ути пуç ыратнине тата кăмăл-туйăм пусăрăннине ирттерет, хурăн çулçи çÿç тăкăннинчен пулăшать… Эмел хатĕрленĕ çĕрте те вĕсем питĕ кирлĕ.

Анчах çакна та асра тытмалла: кашни ÿсен-тăранăн — хăйĕн вăхăчĕ. Çакна шута илсе сиплĕ курăк пуçтаракансем валли ятарлă календарь хатĕрленĕ.

Çурла уйăхĕнче мĕн пуçтармалла-ха?

Шурлăхри аир — тымарĕ тата курăкĕ

календула /ноготки/ — чечекĕ

палан — хуппи, çырли

çинçе çулçăллă кипрей — курăкĕ

пысăк хупах — тымарĕ

шапа хупаххи — чечекĕ, çулçи

кукша пуç — курăкĕ, тымарĕ

упа сарри — тымарĕ

пилеш курăкĕ — чечекĕ

чĕкеç курăкĕ — çулçи

армути — курăкĕ

салтак тÿми — чечекĕ

вăрман хырĕ — лăсси, папки

фиалка — курăкĕ

чăрăш тăрри — курăкĕ

çĕмĕрт — çырли

шăлан — çырли

Икĕ хут тупăш

Эмел курăкĕ пуçтарма çăмăл теме çук. Паянхи кун ку ĕçе хутшăнакан ачасем пур-ши? Çакна пĕлес тесе Хĕрлĕ Чутай райповĕпе çыхăнтăм. Склад заведующийĕ Марина Гусева шăпах ачасемпе ĕçлет. Çулсерен пĕр çынсемех курăк пуçтараççĕ иккен. Шкул лагерĕнче канакансем е биржа урлă та ĕçлеççĕ. Акă Яна Васюкова, Анна Мачуженко, Алиса Морозова, Александрăпа Настя Судаковăсем тата ыттисем пĕрремĕш çул мар ĕнтĕ улăх-çарана сиплĕ курăк пухма тухаççĕ.

Çуллахи каникула ялта ирттерме кăмăллакан хула ачисен хушшинче те усăллă ĕçе явăçакансем пур. Вĕсем — Григорий тата Борис Ивановсем.

— Арçын ачасем Шупашкарти шкулта аслă классенче вĕренеççĕ. Яла килсен пĕрре те ахаль лармаççĕ. Нумаях пуçтармаççĕ вĕсем: 1-10 килограмм таран, çапах та хăйсем илекен тупăшшăн питĕ савăнаççĕ, — каласа пачĕ Марина Юрьевна.

Биржа урлă ĕçе вырнаçса эмел курăкĕ пуçтакансем вара икĕ хут тупăш илеççĕ: биржăран та, райпоран та тÿлеççĕ. Çапла, майне пĕлекен нихăçан та выçă лармасть.

Эмел курăкĕ пуçтарас текенĕн чи малтанах мĕн пĕлмелле-ха? Хăш вăхăтра мĕнле курăк пухмаллине. Хĕрлĕ Чутай ачисем сезон пуçлансанах ÿсен-тăран календарĕпе паллашма васкаççĕ, нумай та вăхăт иртмест — вĕсем мĕн кирлине тупса та килеççĕ. Çу пуçламăшĕнче вĕлтĕрен, шапа хупаххи… татаççĕ. Çак курăксене ачасем ытларах килĕштереççĕ иккен. Вĕсене шырама тата пухма йывăр мар, çавăнпа та ахăртнех.

— Пĕлтĕр сар çип ути нумайччĕ, кăçал сахалрах, — шухăшне пайларĕ Марина Юрьевна. — Чĕкеç курăкне те ачасем ытлах илсе килмеççĕ. Пилеш курăкĕ /пижма/, вĕлтĕрен тата шапа хупаххи вара — темĕн чухлех. Вĕсемпе ĕçлеме те ансатрах.

Паллах, ачасене хăш курăк мĕн хакпа сутăнни те илĕртет: шапа хупаххипе чĕкеç курăкĕн 1 килограмĕшĕн — 8 тенкĕ, сар тăрăллă курăкшăн — 3 тенкĕ, армутишĕн — 2 тенкĕ, вĕлтĕреншĕн 4 тенкĕ тÿлеççĕ. Типĕтнисем — хаклăрах. Анчах та ку ĕçе пурнăçлама пурин те май çук, çавăнпа чылайăшĕ чĕрĕллех илсе килет. Яна Лучиковăн вара услови пур иккен. Вăл эмел курăкне килте асламăшĕпе пĕрле типĕтет, çапла тÿрех пĕр харăс нумай-нумай курăк илсе çитерет те килне икĕ пин тенкĕпе каять.

Тин кăна çак ĕçе пуçăнакансем мĕнле йăнăшсем тăваççĕ-ха? Чи малтанах, тымар вырăнне çулçă йăтса килеççĕ, сăмахран пысăк хупахăнне. Çавăнпа эмел курăкĕсен календарĕпе паллашнă чухне ÿсен-тăранăн хăш пайне пухмаллине тĕплĕн вуламалла.

Пĕччен те кичем мар

Туктамăш ялĕнче пурăнакан Алиса Морозова кăçал Хĕрлĕ Чутай шкулне 10- мĕш класа кайĕ /1-мĕш страницăри сăн ÿкерчĕкре/. Ĕçчен çемьере ÿсекенскер пус çумне пус хушасси çăмăл маррине аван ăнланать, çавăнпа аслисен ĕçне питĕ хисеплет. Çуллахи вăхăта хаваслă кăна мар, усăллă та ирттерес тени пĕлтĕрех канăç паман ăна. Хăйĕн укçине тытса курас тенипех вăл Хĕрлĕ Чутайри ĕçпе тивĕçтерекен центра çитнĕ. Унта хĕр ачана эмел курăкĕ пухма сĕннĕ. Йышпа пĕрле хаваслăрах теççĕ те, анчах Алиса ку ĕçе юлташĕсене явăçтарайман, пĕччен те кичем мар-ха ăна. Малтанлăха ансат курăнакан ĕçе пурнăçлама чылай чăтăмлăх кирлĕ иккен. Анчах пĕр пуçăнсан кăсăклану та çавăрса илет. Çавăнпах Алиса кăçал та каникул пуçлансанах эмел курăкĕ пухма тытăннă. «Эпĕ ку ĕçе йывăр тесе каламăттăм, анчах тăрăшмасăр пулмасть, — тет хĕр ача. — Усси те пур вĕт-ха, эмел курăкĕ сутса тунă укçапа хам валли çи-пуç туянатăп».

Яваплă çын пур çĕрте те яваплă. Шкул пурнăçĕнче хастар хĕр ача ырми-канми ĕçченлĕхĕпе тĕлĕнтерсе пĕтереймест. Халĕ те вăл вăхăта сая ямасăр пижма пуçтарать. Чечек-курăк хушшинче çÿренĕ вăхăтра вара хăй çут çанталăк асамçи пекех курăнать.

Чей лавккаран туянмаçç.

Хĕрлĕ Чутай пики Кристина Судакова та пĕлтĕртенпех эмел курăкĕ пуçтарать. «Камшăн мĕнле те, маншăн ку ĕç пĕрре те кичем мар. Çапла, чăтăмлăх кирлĕ. Анчах унсăр ниçта та май çук», — тет вăл.

Хăшĕ-пĕри чечек-курăка пĕр-пĕринчен уйăраймасть, анчах Кристина мар. Кирлех пулсан, вăл хăшĕ мĕнле чиртен сыватнине те ăнлантарса параять. Ытларах чухне вăл вĕлтĕрен, хурăн çулçи, сар çип ути, шăпăр курăкĕ пуçтарать. Кашнин хăйĕн кăткăслăхĕ. Кристинăшăн вара шăпăр курăкĕ чи ансатти иккен. Шапа хупаххи пур çĕрте те ÿсмест, çавăнпа ăна пухнă чухне йывăрлăхсем тухса тăраççĕ.

Хĕр ачан ĕçне килтисем те ырлаççĕ, хăш чухне хăйсем те пулăшма тăрăшаççĕ. Амăшĕпе йăмăкĕ София пĕрле тухсан ĕç чылай çăмăлрах каять.

«Район центрĕнче пурăнатăп пулсан та эмел курăкĕ пухма Питĕркассине, Ирчемесе çÿретĕп», — пĕлтерчĕ Кристина. Малалла вулас...

 

Комментари

Салам. Пит аван, анчах, чăвашла курăк ячĕсем мĕнле-ши?

Салам. Пит аван, анчах, чăвашла курăк ячĕсем мĕнле-ши?

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.