Элĕкрипе Йĕпреçри пĕтĕмлетÿ: лайăххипе пĕрлех çитменлĕхĕ те

27 Нарăс, 2018

Паян Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ çул çÿревре Элĕк тата Йĕпреç районĕсенче пулчĕ. Муниципалитет йĕркеленĕвĕнче лайăххипе пĕрлех çитменлĕх те чылай.

Демографи лару-тăрăвĕпе паллашнă май республика Пуçлăхне элĕксен кăтартăвĕ шухăша ячĕ. Элĕк районĕнче виçĕм çул 227 çын çуралнă, пĕлтĕр – 185 пепке çеç. Çав вăхăтрах 300 ытла çын вилнĕ. «Тепĕр 30 çултан сирĕн районта пурăнакан пулать-ши вара?» – пăшăрханса каларĕ Михаил Игнатьев.

Вырăнти пуçарулăх программипе ял тăрăхĕсем çителĕксĕр ĕçлени те палăрчĕ. Пĕлтĕр проектсем хатĕрлемен ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене Михаил Васильевич кăçал хастар пулма чĕнсе каларĕ. Элĕксен ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ усă курман çĕрсем нумай. Элĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов тунă докладра та çитменлĕхсем лайăх палăрчĕç. Ял хуçалăхĕнче сăвакан ĕне шучĕ самай чакнă. Çав вăхăтрах элĕксен лайăх енĕ – уйрăлакан çемьесен йышĕ сахалли. Ку енĕпе вĕсен кăтартăвĕ республикăра чи лайăххи. Апла пулин те ку тăрăхра алимент тÿлемен арçынсем нумай. Вĕсен пĕтĕмĕшле парăмĕ 28,2 миллион тенке çитсе кайнă. Алимент тÿлессинчен 19 çын тарса çÿрет.

Йĕпреç районĕнче усă курман çĕр лаптăкĕ 800 гектар çеç юлнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Горбунов кăçал ăна пусă çаврăнăшне кĕртме шантарчĕ.

Комментари хушас