Ĕçлесе канаççĕ

Ял тата хула ачисем мĕнпе уйрăлса тăраççĕ? Ăçта пурăннине шута илмесен нимĕнпе те пуль. Ялтисем ĕçченрех тесе каласшăн пулсан, пĕлĕр, хуларисене те тиркеме çук. Тепĕр тесен, наяннисем унта та, кунта та пур. Çуллахи каникула мĕнле ирттернинчен те сисĕнет çакă.

Хула хĕрĕсем çум çумлаççĕ

Шупашкарти «Зеленстрой» компани чечек-курăк çитĕнтерсе хулана илем кĕртес енĕпе ĕçлет. Ытти вырăнти пекех, Ача-пăча медицина центрĕ умĕнче те клумбăсем илемлĕн ешереççĕ. Шăпах çакăнта курса калаçма тÿр килчĕ чечексене çум курăкран тасатакан хула хĕрĕсемпе.

«Зеленстрой» компание 14 çултан аслăраххисене ĕçе йышăнаççĕ. Çавăнпа аслă классенче вĕренекенсене ăнăçнă теме юрать. Ĕç кунĕ — 7 сехетрен пуçласа 12-ччен. Даша Баландина кĕçех тăххăрмĕш класа кайĕ. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ валли çĕнĕ çи-пуç туянасси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Укçа ĕçлесе илме тăрăшакан ачасене курсан пĕлсех тăрăр, вĕсем ашшĕ-амăшне кăна шанма хăнăхман. Даша та çавăн пеккисен йышне кĕрет. Маларах вăл шкулти ĕç бригадинче тăрăшнă. Каярахпа юлташĕсем сĕннипе кунта килнĕ.

— Эпĕ килте те чечек пăхма юрататăп. Лайăх ÿстĕр тесен унăн çĕрне тутлăхлă япаласемпе пуянлатсах тăмалла. Манăн шухăшпа, чи лайăх им-çам — тислĕк. Кунта мана ĕçленĕ пек те туйăнмасть. Чечексене çум курăкран тасатсан чун савăнать, эпĕ тавралăха илем кÿме пултарни питĕ хавхалантарать, — тет Даша.

Унăн тантăшĕ Лида Скворцова та ĕçрен хăрамасть. Елчĕк районне час- часах тăванĕсем патне çÿрекенскер севок сухан йăранĕ çумлама хăнăхнă. Мĕн шиклентертĕр ĕнтĕ ăна кун хыççăн?

— Хĕвел хĕртни тата çумăр çуни кăна пирĕн ĕçе кăштах йывăрлатаççĕ, ытти йăлтах аван! — теççĕ хĕр ачасем хаваслăн.

Кунта киличчен вĕсем пĕр-пĕрне пачах та палламан, халĕ вара ĕç хыççăн уçăлма та пурте пĕрле çÿреççĕ. Тĕрĕсех калаççĕ, ĕç çынсене çывăхлатать, туслаштарать. Лена Петровăпа Алена Захарова та çак сăмахсене çирĕплетеççĕ.

Комсомольски районне тăванĕсем патне çÿрекенскер унта чечек нумай лартнине пĕлтерчĕ. Чечекпе çум курăка пĕр-пĕринчен уйăрайманнисенчен тĕлĕнет вăл, çакна куç тÿрех асăрхать- çке.

Çĕрпÿ хĕрĕ Алена тусĕсем хавхаланса калаçнине йăл кулăпа сăнарĕ те хăй те хушса хучĕ:

— Çапла, укçа яланах кирлĕ, — терĕ вăл. — Япаласем те хаклансах пыраççĕ. Тата пирĕн хамăра тĕрĕслесе пăхас килет: мĕнлерех вăл, хамăр тĕллĕн укçа ĕçлесе илесси? Халĕ ăнлантăмăр, çăмăл мар!

Аннерен ыйтма аван мар

Муркаш районĕнчи Москакасси хĕрĕ Нина Семенова «Калинка» ташă ансамбльне çÿрет. Пултарулăх ушкăнĕпе пĕрле ют çĕршывсенче те пулса курнă. Ун пеккисене «ниçта та çухалса каймасть» теççĕ. Кăçал тăххăрмĕш класс хыççăн экзамен тытнă вăхăтрах: «Ăçта ĕçлеме каяс-ши?» — тесе пуç ватнă вăл. Шыракан тупать теççĕ. Çак вăхăтра Нина Мари Элта купăста çитĕнтернĕ çĕрте ĕçлет. Çĕнĕ йышши сортсене курса тĕлĕннĕскер килĕнче те ун пеккисене лартса ÿстерме ĕмĕтленет.

— Кунта эпир йăрансене çум курăкран тасататпăр, ир пулакан купăста пуçне касатпăр. Тепĕр чухне вара тăрăхла кавăн пуçтарма та хушаççĕ, — ĕçĕпе кĕскен паллаштарчĕ хĕр.

Мĕн хистенĕ-ши ăна кÿршĕ региона çитме? Паллах, укçа ĕçлесе илес килет, пуринчен ытла шкула кайма çи- пуç туянасси шухăшлаттарать. Хăйне çитĕннĕ çын пек туйнăран амăшĕнчен укçа-тенкĕ ыйтма аванмарланать вăл халĕ. Тепĕр тесен, çуллахи вăхăтра вăл кăçал пĕрремĕш хут ĕçлемест. Унччен Юнкăри кăмпа заводĕнче те, пекарньăра та тăрăшнă. Юлташĕсем пĕрле чĕнсен вара Мари Республикине çул тытнă. Амăшĕ те хĕрĕн шухăшне ырланă, юратнă тĕпренчĕкĕн тăрăшулăхĕ ăна савăнтарать çеç. Кÿршĕ регионтан таврăнсан хĕр Шомикри çырла плантацийĕнче ĕçлеме ĕлкĕресшĕн-ха. Шухăш-тĕллевĕ çирĕп унăн.

— Анне мана 6-7 çултанпах пĕрле пахчана илсе тухса йăран çумлама хăнăхтаратчĕ, ахаль лартмастчĕ. Кайран пурăна-киле хăй ĕçе кайнă чухне килте мĕн тумаллине хушса хăваратчĕ, — аса илет Нина.

Пĕлтĕр шкула каймалли тумтире вăл хăйĕн укçипех туяннă. Ун чухне Мари Республикинче çĕр улми пуçтарнă.

— Малтанхи çулсенче эпĕ промоутер та, реклама хучĕсене çыпăçтаракан та пулса ĕçлерĕм, — каласа парать Лена. — Йывăр тени те тĕрĕсех мар пуль, анчах пĕри те килĕшмерĕ. Кичем ĕçсем вĕсем. Укçине те сахалрах тÿлеççĕ.. Кунта вара пире ялан хаваслă, ĕçе те кăмăлтан пурнăçлатпăр. Малалла вулас...

 

Лариса ПЕТРОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.