Ĕç инкек ан кÿтĕр

10 Утă, 2019

Паян Чăваш Енĕн Министрсен Кабинечĕн ларăвĕ иртрĕ. Ларăвăн кун йĕркинче тĕп вырăнта республикăри ĕç сыхлавĕ çинчен тунă патшалăх доклачĕ тата Вĕрентÿ министерствин иртнĕ çулхи ĕçĕпе паллаштаракан отчет пулчĕç.

Ĕçлев министрĕ Сергей Димитриев палăртнă тăрăх, 2018 çулта республикăра çынсем производствăра суранланасси икĕ хута яхăнах чакнă. Çулталăк маларах 343 инкек пулнă, пĕлтĕр — 176 тĕслĕх. Анчах, шел те, вилĕмлĕ тĕслĕхсем нумайланнă. Строительство отраслĕнче унашкалли уйрăмах нумай пулнă — 11 çын пурнăçĕ татăлнă. Ял хуçалăхĕнче — 4 вилĕм, тирпейлекен производствăра – 2. Тĕрĕсленĕ-тĕпченĕ организацисенчи ĕç вырăнĕсен 35% сиенлĕ тата хăрушă пулнине палăртнă. Çак кăтартăва чакарма пултарайманнине министр «эпир ĕçлесе çитерейменни» тесе сăлтавларĕ.

Ĕç сыхлавне çирĕплетме уйăракан укçа виçи пысăкланса пынине палăртма кăмăллă. Иртнĕ çул ку виçе 1,5 млрд тенке çитнĕ — ĕçлекен кашни çын пуçне 10 пин тенкĕ ытларах. Производствăри вилĕмпе çыхăннă кашни тĕслĕхе тивĕçлĕ комиссире тĕплĕн тишкерсе инкек сăлтавĕсене палăртнине, вĕсене сирмелли ĕçсем ирттернине Сергей Петрович пысăка хурса хакларĕ. Çав вăхăтрах унашкал тĕслĕхсем пурте производствăпа тÿрремĕнех çыхăннă тени те вырăнсăр. Калăпăр, водитель сменăна вĕçленĕ хыççăн машинăна гаража лартать те килне кайма хатĕрленет. Предприяти хапхинчен тухса ĕлкĕреймест — инфаркт çапса антарать… Тĕрĕссипе, ĕçпе çыхăнман вилĕм, анчах ĕç вырăнĕнче пулнине кура çакă та производствăри инкек шутланать.

Апла-и, капла-и — ĕç сыхлавĕн ыйтăвĕсем çине алă сулма юраманни паллă. Сулмаççĕ те. Министр иртнĕ çул ĕçри хăрушсăрлăх требованийĕсене уяман тĕслĕхсемпе çыхăннă пилĕк теçетке ытла материала право хуралĕн органĕсене панине пĕлтерчĕ, вĕсенчен чылайăшĕ уголовлă ĕç пуçармалли сăлтав пулса тăнă.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

Комментари хушас