- Чăвашла верси
- Русская версия
Çырмари курăк вилĕмрен çăлнă
Патăрьел районĕнчи Турханти мăшăр кăвакарчăн евĕр килĕштерсе пурăнакан Гусевсем патĕнче темиçе хутчен те пулма тÿр килчĕ. Вĕсем ыттисенчен раснарах пек туйăнатчĕ: Виталий Михайловичпа Лидия Васильевна чылай çул пĕрле кун кунласан та пĕр-пĕрин çинчен куç илмесĕр ăшшăн калаçатчĕç. Чĕрери чи таса туйăма упрама пĕлни савăнтарнăччĕ мана. «Пирĕн енче ун пек арçын сайра, арăмне алă çинче йăтса çÿреме хатĕр вăл. Хĕрарăма хисеплет, кил-тĕрĕшри йывăр ĕçсене хăех пурнăçлать», — ырласа калаçрĕç ун чухне кÿршисем. Шел, Виталий Михайлович сакăр çул каялла чире пула пурнăçран уйрăлнă. 90 çула çывхаракан Лидия Васильевна пĕчченех пурăнать халĕ.
Пÿрни пÿрт умне килет
Хурама Тăвар хĕрĕ И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педа-гогика институчĕн ют чĕлхесен факультетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Турхан шкулне ĕçлеме килнĕ. Пулас мăшăрĕ ун чухне директор çумĕнче тăрăшнă. Аслă Арапуç каччине тахçанах палланă вăл, аслă шкулта та унпа пĕр вăхăталла вĕреннĕ, ăмăртусене пĕрле хутшăннă. Хĕр йĕкĕте вăрттăн савса пурăннă. Килĕштерни пирки епле калăн? Çак вăрттăнлăх пирки чи çывăх тус-юлташĕ те пĕлмен.
5 çул хыçа юлнă. «Юратнă çын çавах ман çине пăхмасть, чуна ыраттарса унпа пĕрле ĕçлес мар», — тĕв тунă вăл. Лида Çĕпĕре кайма пуçтарăннă. Шкулта хыпаланса çÿренĕ самантра ун патне хайхи каччă — директор çумĕ — пынă, уроксем хыççăн пăртак тăхтама ыйтнă. Хĕр çав саманта пăлханса, шикленсе кĕтнĕ. Виталий Михайлович çитнĕ те пĕр кĕтмен çĕртен Лидăна хăйĕн мăшăрĕ пулма ыйтнă. Çав кунах Ял канашне кайса çырăннă вĕсем. «Пÿрни пÿрт умне килет», — тесе ахальтен каламан. Мăшăр пуласси хам çумрах пулнă, эпĕ вара канăçа та, шанăçа та çухатнăччĕ. Хăй пырса сăмах хушман пулсан Çĕпĕре тухса вĕçтереттĕм. Вĕренсе тухнă хыççăн иксĕмĕре те пĕр шкула ĕçлеме янă-çке тата. Ĕмĕре юмахри евĕр ирттертĕмĕр. Ывăлпа хĕр çитĕнтертĕмĕр. Эпĕ ачасене нимĕç чĕлхи 39 çул вĕрентрĕм. Виталий шкул директорĕнче чылай вăхăт ĕçлерĕ. Мана сивĕ сăмах каласа курман вăл. Чăннипех те телейлĕ хĕрарăм эпĕ. Йывăр операци хыççăн ĕне те сутармастчĕ, япала та çутармастчĕ. Алă çинче йăтса çÿретчĕ мана. Ял çинче ĕçченлĕхĕпе, ăшă та ырă кăмăлĕпе палăратчĕ», — каласа кăтартрĕ Лидия Васильевна.
Ача чухнехи суран
— Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă чухне эпĕ вун виçĕ çултаччĕ. Пирĕн çултисене килте лартман. Касри хĕрсемпе хирте вир, тулă çумлаттăмăр. Кам лашапа, кам вăкăрпа сухалатчĕ. Ĕçе лаша утланса каяттăмăр. Инкек кашни утăмрах çав. Пĕррехинче хамăр кас ачи манăн лашана хăратрĕ те вăл хытах ĕрĕхсе кайрĕ. Эпĕ çĕр çине персе антăм, кăкăра хытах ыраттартăм. Вăл шыçăнса пÿрленме пуçларĕ, суран часах тÿрленмерĕ. Анчах ниме пăхмасăр ĕçлемеллеччĕ, уй- хирте тăрăшнăшăн çур кило çăкăр паратчĕç. Вăл çав тери хаклă пулнă пирĕншĕн! Çулсем иртрĕç, кăкăр çинче пăрçа пысăкăш мăкăль çавах юлчĕ. Икĕ ача çуратнă хыççăн вăл пушшех те пысăкланчĕ, — хăйĕн инкекĕ пирки ахальтен сăмах хускатмарĕ Лидия Гусева.
Лидия Васильевна 1994 çулта хăрушă чирпе нушаланнă. Тухтăрсем кăкăрта усал шыçă аталаннине тупса палăртнă. Ăна çийĕнчех больницăна вырттарнă, операци тунă. «Киле çитсен татăлса йĕтĕм. Маншăн пурнăç пĕтнĕпе пĕрехчĕ. Пĕр вăй та çукчĕ, ура çине тăрасси пирки шухăшлама та пăрахнăччĕ. Ачасем «ФИС» /Физкультура и спорт/ журналти пĕр статьяна вулаттарчĕç. Унта аçа кĕпçи /бо-лиголов/ усал шыçăран сипленме пулăшни пирки çырнăччĕ. Журналта кăтартнă адреспа çийĕнчех çыру яма шухăшларăм, хурав килчĕ. Ÿсен-тăран вăрлăхне ярса пачĕç. Пĕр йăран акрăмăр. Ак тамаша, çуркунне шăтса тухсан тĕлĕнтĕмĕр. Ку курăк хамăр çырмара та туллиех иккен. Упăшка журналти рецепт тăрăх спирт шĕвекĕ хатĕрлерĕ. Ăна кивĕ уйăхран ĕçме тытăнтăм. Пĕрремĕш курс хыççăнах хама аванрах туйма пуçларăм. Тепĕр çулхине каллех сиплев курсĕ ирттертĕм. Вăй кĕнине туйрăм. Çак курăк ыттисене те пулăштăр тесе пĕр хаçата çыру ятăм. Вăл пичетленсе тухнă хыççăн ман пата чылай ялпа хуларан çыру купи-купипе килчĕ. «ФИС» журнала та хам сывални пирки çыру вĕçтертĕм. Ун хыççăн ман пата таçтан та çырма пуçларĕç. «Çак чиртен сывалсан çынсене сиплĕп», — тесе Турăран пулăшу ыйтнăччĕ. Кашни çырăвах хуравлама тăрăшрăм, аçа кĕпçи курăкне тата унран хатĕрленĕ шĕвеке çынсене посылкăпа яра-яра патăм. Журнала халĕ те çырăнса илетĕп, вăл алла лекмен пулсан, тен, эпĕ паянхи кун çак çут тĕнчере пулмăттăм», — хăй епле сывалнине аса илчĕ Лидия Васильевна.
Çичĕ çул каялла чир каллех вăй илме тытăннă. «Кăкăр çине мăкăль тухрĕ, анчах хальхинче операци тумасăрах иртрĕ. Аçа кĕпçи — наркăмăшлă ÿсен-тăран, унран хатĕрленĕ шĕвеке В.Тищенко схемипе кивĕ уйăхран ĕçме тытăнмалла. Çапах усă курма пуçличчен тухтăрпа канашламаллах. Онкологсем ун пирки сивлесе каламаççĕ, анчах кашнин организмĕ ăна тĕрлĕрен йышăнма пултарать. Профилактика тĕлĕшпе сывă çыннăн та пĕр курс ирттерни пăсмасть паллах. Мана чăннипех те пулăшрĕ, çырмари курăк вилĕмрен çăлчĕ тесе хăюллăнах калатăп», — палăртрĕ Лидия Гусева.
Усал чиртен хăтăлас, вăл каллех вăй ан илтĕр тесе çырмари чĕкеç тăмĕпе те сипленнĕ вăл. Ăна мунча кĕмессерен кăкăрĕ çине виçшер сехетлĕхе хунă. Малалла вулас...
Комментари хушас